Турханта, тĕнчипе паллă художник Алексей Кокель çуралнă ялта, Пĕтĕм тĕнчери профессиллĕ художниксен йăлана кĕнĕ пленэрĕ июлĕн 3-мĕшĕнче старт илчĕ.
Проекта пуçарса яраканĕ тата авторĕ — культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн профессорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Васильев.
Пленэра Белоруси Республикинчен, Кемеровăран, Йошкар-Оларан, Ижевскран, Шупашкартан, Тутар, Ирçе республикисенчен тата ытти çĕртен те художниксем çулленех хапăлласа килеççĕ. Ÿнер ăстисем вырăнти илеме, çынсене, йăла-йĕркене ÿкереççĕ. Сăмах май, вĕсем Акатуя та хутшăнчĕç, унти самантсене хут çине куçарчĕç.
Мольберт умĕнче тăнисĕр пуçне хăнасем округ пурнăçĕпе те паллашаççĕ. Вĕсем Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхне, Алманчăна çитсе курчĕç.
Пленэр июлĕн 16-мĕшĕччен пырать.
Ольга Павлова
Август 2026 |
