Вăрманта çырла-кăмпа çеç мар, çĕлен-калта та пур

Категория: Публикации Опубликовано: 13.07.2026, 14:30 Просмотров: 138

ВĂРМАН хăйĕн пуянлăхĕпе савăнтармаллипех савăнтарать. Çынсем халĕ кăмăлтанах милĕк хатĕрлеме, хĕрлĕ тата хура çырласем, кăмпа татма, сиплĕ курăксем пухма çÿреççĕ. Кашнийĕ кĕске çу кунĕсемпе туллин усă курса хĕле валли тутлă та витаминлă çимĕç хатĕрлеме тăрăшать, анчах асăрханулăх пирки манать. Вăрманта çĕлен-калта та çителĕклех пулнине асра тытса ÿт курăнман тум-тир, резина атă тăхăнсан авантарах. Ют тăрăха кайнă чухне пушшех те тимлĕрех пулмалла. Иртнĕ канмалли кунсенче республикăра 7 çынна — Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Канаш округĕсенче пурăнакансене — çĕлен сăхнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика