Ачасене çĕнетнĕ класс хапăл тăвать

Категория: Публикации Опубликовано: 28.08.2026, 10:37 Просмотров: 73

 Ачасене вĕренме, аталанма условисем çителĕклĕ пулччăр тесе пĕлÿ çурчĕсенче сахал мар тăрăшаççĕ, черетпе классене те çĕнетсе пыраççĕ. Ырă ĕçе ашшĕ-амăшĕ те хутшăнать.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 7 б класра вĕренекенсем урăх кабинета куçнине пĕлсен çывăх çыннисем ачисемшĕн тăрăшса класа хăйсен вăйĕпе çĕнетме шут тытнă. Кĕске вăхăтрах кивĕ светильниксем вырăнне лайăхрах çутатакан лампăсем лартнă, урайне, маччана сăрланă. Кивелнĕ сĕтел-пукана, шкафсене иккĕмĕш «пурнăç» парнеленĕ. Çавăн пекех стендсене те вырнаçтарса çакнă.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕренекенсем савăк кăмăлпа парта хушшине ларса анлă пĕлÿ тĕнчин алăкне уçасса шанас килет.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика