«Уçă калаçу» пуриншĕн те усăллă пулчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.08.2026, 10:53 Просмотров: 17

Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов:

«Патăрьел муниципалитет округĕ республикăра яланах кăтартуллисен шутĕнче пулнă. «Уçă калаçу» тĕл пулури ведомствăсен министрĕсен отчечĕсем те çакнах çирĕплетрĕç.

Çак хака çухатмалла мар, малашне те пĕрлехи вăйпа тăрăшмалла».

Патăрьел округĕнче Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов пуçарăвĕпе «Уçă калаçу» проектпа килĕшÿллĕн тĕл пулу иртрĕ. Унта Чăваш Ен Правительствин представителĕсем, ведомствăсен министрĕсем те хутшăнчĕç. Канашлура Патăрьел муниципалитет округĕн çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономикине пĕтĕмлетрĕç тата унăн аталану çулĕн малашлăхри тĕллевĕсене палăртрĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ лапамра 5 секци ĕçлерĕ.

Анат Туçари В.Кузнецов фермер хуçалăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене, пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсене пĕрлештерчĕ. Кунта агропромышленность комплексне паракан пулăшусем, туса илнĕ продукцие вырăнта тирпейлесси тата ытти ыйтусене хускатрĕç.

Округ администрацийĕнчи Çамрăксен лапамĕнче хастар яш-кĕрĕм, вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсем ачасене патриотла воспитани парасси, çамрăксене предпринимательлĕхе явăçтарасси, грантсем пирки сăмах пуçарчĕç. Строительство, çул-йĕр тата çурт-йĕрпе коммуналлă комплекс секцийĕнче çул-йĕр, çутăпа тивĕçтерес тата ытти темăсем тавра калаçу пычĕ.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта йĕркеленĕ социаллă сфера лапамĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова, ЧР ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Алена Елизарова, ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Надежда Павлова, ЧР вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Лежнина, ЧР физкультура тата спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов пулчĕç. Республикăн тĕп хулинчен килнĕ хăнасем чи малтанах йышăну ирттерчĕç. Акă, Шăнкăртамри Украинăри ятарлă çар операцийĕн участникне амăшĕн сывлăхĕ пăшăрхантарать, çавна май вăл Лариса Тарасовăпа кун пирки ыйту хускатрĕ. Алманчăпа Аслă Чементен килнĕ делегаци фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетесси çинчен сăмах пуçарчĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больницăри сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем сиплев çуртне модернизацилеме пулăшнăшăн патшалăха тав тунă май йышăну пукуйне палăртнă вăхăтран маларах çĕнетесси, хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслеме пулăшакан УЗИ хатĕрĕ тата кирли пирки каларĕç. Министр кашнине тимлĕн итлерĕ, хуравсем пачĕ. Еншикри Елена Краснова культорганизатор Надежда Павлова министр çумĕпе курнăçнă май çĕнĕ клуб çĕклесси пирки сăмах пуçарчĕ. Шкулăн акт залĕнче йĕркеленĕ канашлура министрсем республикăри кăтартусемпе паллаштарнă май округри çитĕнÿсем пирки те каласа пачĕç.

Строительствообъекчĕсенче пулнă

«Уçă калаçу» умĕн муниципалитет пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов округри хăш-пĕр строительство объектне çитсе курнă. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче тĕплĕ юсав вĕçленнĕ пе пĕрех. Подрядчик палăртнă çитменлĕхсене пĕтерессипе ĕçлет. Центр валли 2 млн тенкĕлĕх çĕнĕ хатĕрсем туяннă. Çулталăкне 30 пин тонна çÿп-çапа тирпейлекен комплексăн 60 процентне туса пĕтернĕ, анчах графикрен кăшт каярах юлса пыраççĕ. Подряд организацийĕ объекта палăртнă вăхăта, кăçалхи октябрьте хута яма палăртать. Канализаци тасатакан сооруженисем паян тесен паян ĕçе хатĕр. Çывăх вăхăтра усă курма пуçламалла. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов строительство объекчĕсене вăхăтра хута ямаллине, вĕсем пурте округри халăхăн пурнăç хăтлăхĕпе çыхăннине каланă.

Кашни СВО участникĕ — тимлĕхре Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, социаллă служба, çар комиссариачĕн, право хуралĕн ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ «СВО участникĕсем, волонтерсем» площадка тухăçлă ĕçлерĕ. Çак кун СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисем, волонтерсем власть представителĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулса хăйсене пăшăрхантаракан, кăсăклантаракан ыйтусене татса пачĕç. Диалог площадкине тăватă енпе йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри — «Пулăшу десанчĕ». Тĕл пулăва килнĕ çар служащийĕсен çемйисем ведомствăсен представителĕсемпе тĕрлĕ ыйтăва татса пама тăрăшрĕç: СВО участникĕсене тивĕçекен тÿлев, аманса таврăннă çар çыннисене ĕçе вырнаçтарасси, социаллă çăмăллăхсемпе, çар ипотекипе мĕнле усă курасси, çар операцийĕнче хыпарсăр çухалнă салтака тупма пулăшасси тата ытти ыйтăва хускатрĕç.

Кĕске вăхăтрах площадкăра 20 çынпа «Пулăшу десанчĕн» представителĕсем уçă калаçу ирттерчĕç, специалистсем 30 ыйтăва пăхса тухрĕç. Тĕл пулура хускатнă кашни ыйту — пысăк тимлĕхре, кашниех хуравне тупĕ. «Уçă калаçу» площадкăрах Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Алена Елизарова СВО участникĕсемпе вĕсен амăшĕсене, мăшăрĕсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Ведомство ертÿçи кашнинех адреслă консультаци пачĕ.

Кĕмĕл волонтерсем — тыл хастарĕсем

Лапамăн пĕр пайĕ СВО участникĕсем çĕнтерĕве çывхартчăр тесе чун-чĕререн тăрăшакан тыл хастарĕсемпе — волонтерсемпе — çыхăнчĕ. «Тыл ăшши» куравра муниципалитет округĕнчи кĕмĕл волонтерсем çар пурнăçĕ валли ăсталанă хатĕрсем вырăн тупнă: салтака пулăшакан пукане-хÿтĕлевçĕрен пуçласа дронран сыхлакан çĕнĕ йышши плащсем таранах. Кунтах тыл хастарĕсен ылтăн алли витĕр тухнă ытти япаласене те курса пахалама май пулчĕ: салтак тумĕ, экипировки, термосумка, типĕтнĕ пахча çимĕç, улма-çырла, хăвăрт пĕçермелли яшка наборĕ, окоп çурти, тăшмантан хÿтĕлекен браслетсем, типĕ душ тата ытти те. «Пуç тайса та пуç çитмест» теççĕ çакăн пек ыр кăмăллăхпа тăрăшакансем пирки. Вĕсен ĕçĕ харама ан кайтăр, пирĕн салтаксем пурте çĕнтерÿ пе тăван килĕсене таврăнччăрах.

Антонина Чернова: Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ, профсоюз председателĕ:

— Патăрьелĕнчи тĕп больница юлашки çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе чылай çĕнелчĕ. Çакă, паллах, медицина сферинче вăй хуракансен ĕçне çăмăллатать. Çавăн пекех чир-чĕре те маларах тупса палăртма май парать. Кадрсем тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем çукки, коллектив çамрăкланни хавхалантарать. Больницăна куçса çÿрекен флюорографи тата мамографи пани те савăнтарать. Малашне сывлăх енчен хавшаккисем патне, округри чи инçетри ялсене çитсе сывлăхĕсене тĕрĕслеме пулать.

Рифкать Хамдеев, СВО участникĕн ашшĕ, Хирти Пикшик ялĕ:

— Пирĕн ывăлăм Канашри педколледжра вĕренсе диплом илнĕ хыççăн Самарăра салтак тивĕçне пурнăçларĕ. Унтанах хăй ирĕкĕпе СВОна кайрĕ. Çакна та палăртса хăварасшăн. Хамдеевсен виççĕмĕш ăрăвĕ тĕрлĕ вăрçа хутшăнса паттăрлăх кăтартать. Пирĕн асаттепе пĕр тăвансем саккăрăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вĕсенчен улттăшĕ таврăнайман. Пĕр тăван пичче те Афганистан вăрçин участникĕ. Шăпа пирĕн ывăлăма та алла пăшал тыттарчĕ... «Мирлĕ пурнăçа утăм» проектпа килĕшÿллĕн вырăнсене тухса çÿрекен «Пулăшу десанчĕн» округри тĕл пулăвĕсене кашнинчех хутшăнатăп. Хальхинче эпĕ хамăн сывлăха çирĕ плетме пулăшу ыйтса калаçу хускатрăм. Ыйтăва çывăх вăхăтрах татса пама шута илчĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн бюджечĕ иртнĕ çулхинчен 13 процент ÿснĕрен 893 млн тенкĕпе, харпăр тупăш 190 млн тенкĕпе танлашнă. Налук кĕресси иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 20 процент пысăкрах пулнă. 32 предприниматель патшалăх пулăшăвĕпе 200 млн тенкĕлĕх усă курнă. Таварçаврăнăш 9,2 процент ÿснĕ.

11 ял хуçалăх предприятийĕ (республикăри грант илекенсен 79 проценчĕ) пурĕ пĕрле 137 млн тенкĕ ытлалăх грант илнĕ. Округра 15 инвестици проекчĕ (1,8 млрд тенкĕлĕх) хута каймалла. «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче 240 пуç ĕне вырнаçмалăх витене ĕçе кĕртнĕ. 6 çухрăм ытла çул-йĕре юсанă.

Патăрьелĕнчи Советски, Табаков урамĕсенче, Турханта, Кĕçĕн Патăрьелĕнче тротур тăвас тата трассăна çутăпа тивĕçтерес ĕç пырать.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн столовăйне тĕпрен юсанă тата чÿречисене улăштарнă, Кзыл Камышра культура çурчĕ çĕнелнĕ хыççăн халăха хапăл тунă. 142 çемье 32 млн тенкĕлĕх социаллă контракт çырнă.

«Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа муниципалитетра 187,3 млн тенкĕлĕх 74 проекта пурнăçа кĕртмелле, унтан хĕрĕхĕшĕнче ĕçе вĕçленĕ.

Икĕ ТОС ирĕклĕ майпа кĕрешессипе секци йĕркелеме тата шахматистсене пулăшма грант çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмлетĕве хутшăнакансем Патăрьелсем кайрисен ретĕнче пулманнине, патшалăх программисемпе туллин усă курма тăрăшнине палăртнă май малашнехи тĕллевсене те пысăк хавхаланупа пурнăçлама, çитменлĕхсене пĕтерме сунчĕç.

Округра пурăнакансем транспорт, çул-йĕр тата хăйсене хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕç, Чăваш Республикин Правительствин представителĕсем вĕсене пурне те шута илчĕç.

Пĕтĕмлетÿ

Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче «Уçă калаçăва» пĕтĕмлетрĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Правительствин представителĕсем, депутатсем, учреждени ертÿçисем тата округра пурăнакансем хутшăнчĕç. Тĕл пулăва Сергей Артамонов уçрĕ, ертсе пычĕ. Унтан муниципалитет пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов округăн кăçалхи çур çулти социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Материалсене Ольга Павлова тата Альбина Егорова хатĕрленĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика