Çитĕнÿпе савăнтараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.08.2026, 11:25 Просмотров: 13

Иртнĕ канмалли кунсенче Пензăра армрестлингпа Пĕтĕм Раççейри «Атăлçи кубокĕ» ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ чи вăйлă спортсменсем хутшăннă, вĕсен шутĕнче Патăрьелсем те пулнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн армрестлерĕсем хăйсен чăн-чăн характерне, мероприятие тивĕçлĕ шайра хатĕрленсе пынине туллин кăтартнă. Ахальтен мар ĕнтĕ харăсах виççĕн пьедесталăн чи çÿллĕ картлаçĕ çине тăма тивĕçнĕ. Каччăсенчен Айнур Хамбиков, Роберт тата Нияз Шакуровсем  пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Эльвина Земдиханова çăмăл мар тупăшура пăхăр медальлĕ пулнă.

Çамрăк спортсменсене «Паттăр» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Ильфак Алеев вĕрентет.

Сывлăх кунĕ иртнĕ Августăн 22-мĕшĕнче муниципалитетра Сывлăх тата спорт кунĕ иртнĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем унта хастар хутшăннă, вĕсем бассейнра шывра ишнĕ, тренажер залĕнче ÿт-пÿне çирĕплетнĕ. Спорт лапамĕсем те пушă тăман.

Сывлăх тата спорт кунĕ — республикăра кашни уйăхра иртекен акци. Чăваш Енри кашни çын çак кун тÿлевсĕр спорт объекчĕсене кĕме пултарать. Проектăн тĕп тĕллевĕ — сывă пурнăç йĕркине сарасси тата физкультурăпа кăсăкланакансен шутне нумайлатасси.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика