Пӗлӳ уявӗ умӗн кашниех хӑйне пӗрремӗш сас паллисемпе паллаштарнӑ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑ ВӖРЕНТЕКЕНЕ куҫ умӗн кӑларса тӑратать. Маншӑн ҫакӑн пек педагог вӑл Светлана Тарасовна Вавилова, Упамса шкулӗнче нумай ҫул хушши кӗҫӗн классене пӗлӳ тӗнчине илсе
кӗнӗ педагог. Тӑван шкулпа сывпуллашни нумай теҫетке ҫул иртнӗ, тӑван тӑрӑхран инҫетре пурӑнатӑп пулин те Светлана Тарасовнан ҫирӗп сасси хӑлхара янӑрать. Класра шӑна вӗҫни кӑна илтӗнетчӗ, мӗншӗн тесен вӑл йӗркелӗхе, дисциплинӑна пӗрремӗш вырӑна хуратчӗ. Илемлӗ
вулама, хитре ҫырма вӗрентессишӗн чунне хурса тӑрӑшнине епле манӑн?
Манӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗм Пӗлӳ уявӗ умӗн ҫут тӗнчене килни те ахаль мар тесе шутлатӑп. Ашшӗпе амӑшӗ Аслӑ Чемен ялӗнчен, ҫамрӑк педагогсене Упамса шкулне ӗҫлеме янӑ. Амӑшӗ Зинаида Ивановна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Упамсари 7 ҫул вӗренмелли шкул директорӗнче ӗҫленӗ,
ашшӗ – Тарас Александрович – ӗмӗрӗпе кӗҫен классене вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен тепӗр ҫултан Светлана шӑпах
Упамсара ҫутӑ тӗнчене килнӗ. Паллах, ун чухне хӗрача хӑйӗн шӑпи ӗмӗрлӗхӗх вӑрман ӑшӗнче ларакан ялпа ҫыхӑнасса шутлама та пултарайман, мӗншӗн тесен педагогсен ҫемйи каялла тӑван Аслӑ Чемене таврӑннӑ. Ҫичӗ класс кунта пӗтернӗ хыҫҫӑн пултаруллӑ хӗрача Куславккари
2-мӗш вӑтам шкула лайӑх паллӑсемпе ҫеҫ пӗтерет. Малалла вӗренес ӗмӗт пысӑк, анчах та шкулсенче вӗрентекенсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫамрӑк хӗре Люля поселокӗнчи 8 ҫул вӗренмелли шкула кӗҫен классене вӗрентме "кӳлеҫҫӗ". Ҫав вӑхӑтра Тобольск хулинчи педагогика училищине куҫӑн
мар майпа вӗренме кӗрет.
1968 ҫултанпа С.Вавиловӑн пурнӑҫ ҫулӗ, педагогикӑри ӗҫӗ-хӗлӗ пӗтӗмпех Упамсари сакӑр ҫул вӗренмелли шкулпа ҫыхӑнать. Мӗн чухлӗ ачана пӗлӳ тӗнчине илсе кӗмен-ши виҫӗ теҫетке ҫул ӗҫлесе? Яланах ҫирӗп ыйтакан, дисциплинӑна пӗрремӗш вырӑна хуракан педагог чӑннипех те
тав сӑмахӗсене ҫеҫ тивӗҫлӗ.
Пӗрремӗш вӗрентекенӗм С. Вавилова ҫемье телейне те Упамсарах тупать, мӑшӑрӗпе – Пётр Михайловичпа (шел, вӑхӑтсӑр ҫӗрӗ кӗнӗ, нумай ҫул хушши лесникре ӗҫленӗ) 5 ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Халӗ тава тивӗҫлӗ педагогӑн 12 мӑнук тата 7 кӗҫӗн мӑнук. Чи пахи – виҫӗ ачи тӑван ялта ҫемье ҫавӑрса тӗпленнӗ. Игорь ывӑлне, пултаруллӑ та хастарскере, ял старости пулма шаннӑ.
Ҫакӑ мар-и-ха аннешӗн чӑн-чӑн телей, чун тӗпренчӗксем юнашар пулни, кирек хӑш самантра та пулӑшӳ аллине тӑсма чупса килни?
Августӑн 30-мӗшӗнче С.Т.Вавилова хӑйӗн 80 ҫулхи юбилейне ҫывӑх ҫыннисемпе, ачисемпе мӑнукӗсемпе паллӑ тӑвать. Яланах паянхи пекех хастар та харсӑр, ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пулӑр, ачӑрсемпе мӑнукӑрсенчен хисеп те пархатар ҫеҫ курӑр. Эпир вара – сирӗн вӗренекенӗрсем – яланах сире ырӑпа ҫеҫ аса илетпӗр.
Альбина СТЕПАНОВА, Раҫҫей
Журналисчӗсен Союзӗн членӗ, Мускав хули
Август 2026 |
