Наци кросĕ чĕнет старта, хутшăнар пурте кар тăрса

Категория: Публикации Опубликовано: 25.09.2026, 08:22 Просмотров: 21

СЕНТЯБРĔН26-мĕшĕнче çăмăл атлетикăна юратакансене йăлана кĕнĕ «Наци кросĕ» старта чĕнет.

Çак кунхине Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадионта чăн-чăн спорт уявĕ пулмалла. Мероприятие округри спортсмен-ветерансем, предприяти-организацинче ĕçлекенсем, территори пайĕн специалисчĕсем, шкулта вĕренекенсем, ача садне çÿрекенсем тата ыттисем те хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ.

Спорта кăмăллакансем старта 10 сехетре тăраççĕ. Çĕнтерÿçĕсене сумлă призсемпе чыслаççĕ.

2025 çулта «Наци кросне» тăватă пине яхăн çын хутшăннă, кăçал та унтан кая пулмĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика