ÇЕМЬЕРЕ йыш хушăнни ашшĕ-амăшĕшĕн те, çывăх çыннисемшĕн те пысăк савăнăç. Ыхра Çырминчи Ильназпа Ильнара Даутовсен вара вăл икĕ хут пысăкрах. Вĕсем сентябрь уйăхĕнче хĕрпе ывăл алла илнĕ. Виçисем те пĕчĕкех мар — кашнийĕ икĕ килограма яхăн. Çут тĕнчене килнине систерсе пĕрремĕш арçын ача сас панă. Ăна Альмир ят панă. Хĕр пĕрчи — Айназ — кăшт каярах çуралнă.
ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталья Емелина Иьназ Даутова йĕкĕрешсем кун çути курнă ятпа ăшшăн саламланă, ачасен пĕрремĕш докуменчĕсене — çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна — панă.
Округра çулталăк пуçланнăранпа иккĕмĕш йĕкĕреш çуралнă. Маларах Кзыл Камышри Бургановсен çемйине ывăлпа хĕр — Самирпа Самира — хутшăннă.
Сентябрь 2026 |
