Ĕнерхи салтак паян çĕр хуçи

Категория: Публикации Опубликовано: 25.09.2026, 08:25 Просмотров: 19

Анат Туçари Сергей Крысов 2022 çулта Украинăри ятарлă çар операцине кайнă. Неонацистсемпе вăл штурмовик пулса çапăçнă, çар задачисене пурнăçланă. Аманнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă.

Сергей паян тахçантанпах пĕлекен çĕр ĕçĕпе — çевок çитĕнтерессипе — вăй хурать. Июль уйăхĕнче вăл хăй тĕллĕн тăрăшакан пек регистрациленнĕ. Халĕ патшалăх пулăшăвĕпе фермер хуçалăхĕ йĕркелеме хатĕрленет.

Ентеш «Раççейри ĕç» кадрсен центрне ыйтупа тухнă. Специалистсем ăна бизнес-план тата социаллă контракт хатĕрлеме пулăшаççĕ. Паракан укçапа ял хуçалăх техники илме тĕллев лартнă. Çакă усă куракан лаптăка ÿстерме, тухăçа пысăклатма, производствăна анлăлатма май парать.

Республикăра Украинăри ятарлă çар операцинчен таврăннă салтаксене сахал мар тимлĕх уйăраççĕ: кирлĕ пĕлÿ илме, ĕçе вырнаçтараççĕ, хăйсен ĕçне уçма пулăшаççĕ... Сергей вара фермер хуçалăхĕ йĕркелесе пулăхлă тăпран ырлăхне курма ĕмĕтленет.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика