Патăрьелпе Кĕçĕн Патăрьелне каякан çул айккипе тротуар тума пуçланă. Строительсем халĕ шăпах асфальт сармалли никĕсе хатĕрлеççĕ.
Малтанласа тротуара икĕ тапхăрпа тума палăртнăччĕ. Ку ыйтăва ял халăхĕ округра республика Правительствипе иртнĕ «Уçă калаçура» хускатнă хыççăн кăçалах хута яма палăртнă.
Нумай пулмасть çак урамах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме — Халăх бюджечĕ» программипе çутăпа тивĕçтернĕ. Малашне çуран утма та, техникăпа çÿреме те хăрушă пулмĕ.
Сентябрь 2026 |
