Анат Тăрмăшĕнче «Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен СССР спорт мастерĕ Николай Петров ячĕллĕ секцийĕ — çамрăксен сывлăх аталану центрĕ» проект ăнăçлă ĕçлесе кайрĕ. Халĕ кунта ялти тата çывăхри территоринчи арçын ачасемпе хĕр ачасем эрнере виçĕ хутчен килеççĕ. Вĕсене Александр Клементьев тренер тата ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей спорт мастерĕ ятне илнĕ Сергей Семенов кĕрешме вĕрентеççĕ, ÿт-пĕве пиçĕхтерме хăнăхтараççĕ.
Нумай пулмасть вара кунта спорт инвентарĕсене илсе килчĕç. Ачасем çакăншăн чунтан хĕпĕртерĕç. Вĕсене Раççей Федерацийĕн гранчĕпе, Президент гранчĕн фончĕ уйăрнипе туяннă.
Людмила МЕРЗЛОВА
Сентябрь 2026 |
