Кану паркĕнчи саксем кама чăрмантарнă-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 10:41 Просмотров: 10

ÇАМРĂКРА вăй тапса тăрать, ăна ырă ĕç валли ярсан питĕ аван. Шел пулин те, хăш-пĕр яшăн мĕн те пулин çĕмĕрес, патшалăх пурлăхне хур тăвас килет.

Патăрьелĕнчи кану паркĕнче канма, пĕчĕк ачасене выляма, сывлăха çирĕплетме условисем çителĕклĕ. Çулла мероприятисем йĕркелеме сцена та, ларса канма саксем те пур. Каçхине лăпкăн çеç утса çÿреме çутăпа та тивĕçтернĕ. Туса панă илемпе савăнса кăна тăмалла пек те... Пурте ун пек шухăшламаççĕ çав. Патăрьел паттăрĕ патне пыракан çул айккипе лартнă хунарсене миçе хутчен çапса çĕмĕрчĕç-ши? Сцена та пĕр вăхăт темшĕн яш-кĕрĕме «чăрмантарнăччĕ». Халĕ вара саксем патне черет çитнĕ иккен. Вĕсем çамрăксене хирĕç тăнă-ши?

Обществăлла вырăнсенче хитре те хăтлă пуласси хамăртан килет, çавăнпа пĕрлехи вăйпа ăна упрамалла.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика