Ăшă витере апат çителĕклĕ, выльăхсене сивĕхăратмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 10:43 Просмотров: 7

Округра çулленех ятарлă комисси ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен фермисене çитсе хĕле мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслет.

Кăçал та çак йăлана малалла тăсса Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Федоров, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов тата Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн тĕп специалисчĕ Зоя Телегина графикпе килĕшÿллĕн виçĕ кунта выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ĕçлекен тăватă ял хуçалăх предприятийĕнче тата 27 фермер хуçалăхĕнче пулчĕç.

Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакансем патшалăх паракан грантпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Ефимов 2024 çулта «Агростартап» программăна кĕнĕ. Пулăшупа пысăк хуралтă тунă, унта сурăхсем усрать. Хальхи вăхăта выльăх пуçĕ 90 пуçа яхăн. Апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Фермер çавăн пекех 32 гектарта тырă, севок, нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтерет.

— Патшалăх çакăн пек пулăшу пани вăй илсе кайма май парать, питĕлайăх. Пăшăрхантараканни те пур — йытăсем. Хуçасăр анчăксем электрокĕтÿç картине кĕрсе сурăхсене тытаççĕ, — терĕ Николай Георгиевич.

Ку ыйтăва Именкассинчи Владимир Краснов та хускатрĕ. Фермер лашасем, вăкăрсем, сурăхсем усрать. Вĕсене хĕл каçарма тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Нăрваш Шăхалĕнчи «Труд» ял хуçалăх предприятийĕ кăçал 240 ĕне вырнаçмалăх вите хута янă. Хальхи вăхăта çĕнĕ хуралтăра 100 пуçа яхăн пысăк выльăх тăрать. Ĕçе йăлтах механизациленĕ. Тислĕке 2-3 сехетре пĕрре автомат тасатса тăрать. Ĕнесене ăслă аппарат — робот — сăвать. Малтан çиллине шывпа лайăх çăвать, унтан дезинфекцилет, кайран тин сума пуçлать. Сăмах май, кун пек ферма округра пĕрре çеç. Компьютерта сĕт пахалăхĕ, выльăх маститпа чирли тата ытти те лайăх курăнать. Сунă ĕнене техника тепре йышăнмасть, кăларса ярать.

Пĕчĕк пăрусене пăруланă хыççăнах ятарлă «пÿртсене» вырнаçтараççĕ, çакăнтах апат çитереççĕ, пăхса тăраççĕ.

Хуçалăхăн ытти витисенче те таса, тирпейлĕ. Выльăх апачĕ иртнĕ çулхи те пур-ха, кĕтĕве тата ÿстерме палăртнине шута илсе ытларах та хатĕрленĕ.

Çĕньялти Алексей Павлов кăçал фермер хуçалăхне аталантарма грант илнĕ. Маларах та выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă, анчах ун чухне ял территоринче вĕсене усранă. Халĕ ялтан айккинерех çĕнĕ хуралтă хăпартнă. Кĕнĕ çĕре вак чул сарнă.

Шăхачри Яков Селиверстов, Сергей Сулагаев, Ишлĕри Игорь Львов фермерсем те хĕле тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Комисси членĕсем С. Халитован Пăлапуç Нурăсĕнчи качака фермине те çитсе курчĕç. Мăйракаллă выльăх шутне чакарнă, ун вырăнне вăкăрсемпе лашасем усраççĕ. Витере тирпейлĕ, таса.

Фермерсен кану кунĕ çук, кашни ĕçе вăхăтра тумалла. Анат Чакăри Сергей Елисеев тĕрĕслекенсем пынă чухне кĕрхи çĕртме тăватчĕ.

— Çанталăк лайăх тăнипе ĕнесем пăсмалли нумай çул ÿсекен курăк анинче çÿреççĕ. Хирти ĕçсене вĕçленĕпе пĕрех, — терĕ хуçалăхпа паллаштарнă май.

«Куснар» çĕр ĕç фирминче 500 пуçа яхăн ĕне-вылăх. Выльăх отрасльне тимлĕх уйăрни тÿрех сисĕнет. Апат пахалăхĕ лайăх, рационĕпуян. Тислĕке территоринче купалантарса тăмаççĕ, тракторпа тÿрех хире тăкаççĕ.

Пысăк çаврака тунă утта кунта ятарлă çеткăпа чĕркеççĕ. Çакă ĕçе хăвăртлатма май парать иккен.

Василий Барышников Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнать. Кăçал вăл фермер хуçалăхне аталантарма грант çĕнсе илнĕ. Халĕ пикенсех вите тата ĕне-выльăха уçăлтарма тухмалли тăваççĕ. Хуралтă куç умĕнчех çĕкленет. Вăкăрсемпе пăрусем туянма документсем хатĕрлеме пикеннĕ.

Комисси членĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕтĕмĕшле илсен хĕле тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕç. Санитари кунĕсем ирттересси, стенасене дезинфекцилесси, ферма территорине тирпейлесси, дезбарьерсем вырнаçтарасси тата ытти пирки те асăрхаттарусем пулчĕç, вĕсене шута илме, çывăх вăхăтра пĕтерме каларĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика