Кашнин ячĕ халăх асĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 10:43 Просмотров: 7

Козловкăпа Пăлакассинче пурăнакансен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксене асăнса палăк лартас шухăш унчченех пулнă. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе «НИМЕ — Халăх бюджечĕ» программа пулăшрĕ.

Икĕ ялтан фашистсемпе кĕрешме 123 çын аллине пăшал тытнă. Вĕсенчен çурри тăван тăрăха каялла таврăнман. Тăшманпа хире-хирĕç тăнă салтаксене асăнса лартнă палăкăн пĕр айккине çапăçу хирĕнче пуçне хунисен, тепĕр енче вăрçă хирĕнчен килнисен списокне çырнă.

Палăка савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Кузнецов, Туçари вăтам шкул директорĕ Петр Шашкин, Çĕнĕ Ахпÿрт чиркĕвĕн настоятелĕ Михаил Медведев иерей, ял халăхĕ, вăрçă ачисем, çамрăк ăру хутшăнчĕç.

Лидия Бурмисовăпа Анфиса Урукова çулĕсемпе çамрăк мар, вăрçă хыççăнхи вăхăтсене питĕ лайăх ас тăваççĕ, çавна май иртнĕ кунĕсене куççуль витĕр аса илчĕç. Лидия Макаровна ашшĕне пĕрре те курман, иккĕмĕш тĕнче вăрçинче паттăрла пуçне хунă çывăх çынни пирки çырнă сăвва вуласа кашнийĕн чунне тыткăнларĕ.

Мероприятие хутшăнакансем палăк умне чĕрĕ чечек хунă хыççăн йывăçсем лартрĕç.

Ираида КОЗЛОВА,

Кивĕ Ахпÿртри ял библиотекарĕ.

ПĔЛМЕ:

«НИМЕ — Халăх бюджечĕ» программа пулăшнипе нумай пулмасть Патăрьелĕнчи Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен территоринче ачасем валли спорт тата вылямалли лапам хута кайнă. Çавăн пекех Советски урамĕнчи нумай хваттерлĕ 174-мĕш çурт çывăхĕнче канализаци системине юсанă, таса мар шыва юхса тухмалли шăтăк тунă. Кивĕ Ахпÿртре «Калинино — Патăрьел — Елчĕк» автоçула Калинин урамĕнчи 53А çурт патне çитиччен, Анат Туçара масар патне каякан çула, Тутар Сăкăтĕнче Тĕп урамри çула 97-мĕш çуртран пуçласа 144-мĕшне çитиччен, 89-мĕшĕнчен пуçласа 97-мĕшне çитиччен, пĕрлех Нижняя урамалла каяканнине, Ыхра Çырминче Çĕнĕ, Сахалин урамĕсенчи çулсене юсанă. Красномайскинче çăл территоррине хăтлăлатнă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика