Анне ку тĕнчерен уйрăлни чылай çул иртрĕ, апла пулин те каласа панисем ниепле те асран тухмаççĕ. Вăл Тури Тăрмăшĕнче пурăннă. Ялта ăна Хветуç аппа тесе чĕнетчĕç, паспорт çинче — Федосия Захаровна Андреева. Пурнăç çулĕ унăн çăмăл пулман, самана йывăрлăхĕсене чылай курнă. 1920 çулта çуралнăскер иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчи
репресси тути-масине питĕ
лайăх пĕлнĕ.
«Пирĕн йăх пуян пурăннă. Атте, Захар Николаевич Николаев, тĕп килтен уйрăлса тухса çурт тунă. Эпир пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă. Арçын ачасене пĕчĕклех вăрман ĕçне явăçтарнă: çулла вутă хатĕрленĕ, хĕлле пичке-катка ăсталанă. Ывăлсен иртĕнсе çÿреме вăхăт пулман.
Аттен сасси уçăччĕ, вăл чиркĕве те юрлама çÿретчĕ. Кайран ăна тĕн çурчĕн старости турĕç. Унтан, хутла лайăх пĕлнĕрен, вулăс кантурне ĕçлеме илчĕç.
Колхозсем йĕркеленме пуçларĕç. Пирĕн çемье унта кĕме тытăнса тăчĕ. 1930 çулта çуртран кăларса ячĕç, анчах кăштахран каялла кĕртрĕç. Ун чухне пÿртри япаласене сутса пĕтернĕччĕ, выльăхсене те илсе кайнăччĕ. Нумай пурăнаймарăмăр кунта: 1931 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче çурт-йĕре пăсса кайрĕç. Унран Патăрьелĕнче почта тунă-мĕн. Эпир мунча пек пÿртре пурăнма пуçларăмăр.
1931 çулхи июльте пире Çĕпĕре ссылкăна ячĕç. Шăпах çав кунхине эпир тетепе тырă вырма тухнăччĕ. Вăл тăлăххăн выртса юлчĕ.
Баракра тимĕр кăмакасемччĕ, анчах вĕсем ăшăтаймастчĕç. Выçăпа, сивĕпе çынсем, уйрăмах ачасем вилме пуçларĕç. Кашни çемьерен 2-3 пепке Серов çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕхех выртса юлчĕ...
Тури Тăрмăшран тăватă çемьене кăларса ячĕç. Çула атте — Захар Николаев, анне — Наталия Николаевна, Александр тете тата эпĕ тухрăмăр. Пирĕнпе пĕрлех аслă тетен, аттен шăллĕн тата унăн аслă ывăлĕн çемйисем те пурччĕ. Сăмах май, кил хуçисене маларах Улатăр тĕрмине кайса хупнăччĕ. Вĕсем хирĕç тăрасран çапла тунă пулнă иккен. Аттепе тете пире кайран Йĕпреç станцийĕнче шыраса тупрĕç. Кунта «халăх тăшманĕ», «кулак» текен çынсем нумайăнччĕ: Первомайскинчен, Çĕньялтан, Анат Тăрмăшĕнчен, Тури Чакăран, Шăхачран, Шăнкăртамран, Алманчăран, Туçаран... Илсе кайиччен юхăннă пĕр сарай пеккинче пурăнтăмăр. Августăн 1-мĕшĕнче пурне те тавар турттаракан пуйăс çине лартса Çĕпĕре ăсатрĕç.
Икĕ талăк кайнă хыççăн Свердловск хулине çитрĕмĕр, кунтан Надеждинск хулине (халĕ Серов ятлă) ячĕç.
Пире хăмаран çапса тунă барака вырнаçтарчĕç. Йĕри-тавра турпас купи, шыв кÿлленчĕкĕсем. Арçынсем нарсем тума пикенчĕç.
Столовăй пекки пурччĕ. Çĕрнĕ купăстаран, кавăнран, вир кĕрпинчен пурин валли те апат пĕçеретчĕç. Çын пуçне пĕр çăпала яшка паратчĕç.
Ĕçлеме пултаракан арçынсене заводсене леçрĕç. Аттепе Александр тете кирпĕч заводне, Сергей тете тимĕр шăратаканнине çÿретчĕç. Пирĕнпе юнашар Комсомольски тăрăхĕнчи Çĕрпÿелсем, Нĕркеçсем пурăнатчĕç, ыттисенче — нимĕçсем, белоруссем тата ытти наци çыннисем.
Хĕл умĕн ваттисемпе ачасене пырса илме ирĕк пачĕç. Аслă аппа, Фекла Захаровна Николаева, Каншелне качча тухнăччĕ. Унăн мăшăрĕ Сергей Ергунов аннепе иксĕмĕре тата иккĕмĕш сыпăкри аппапа шăллăмсене чăваш çĕршывне каялла илсе килчĕ. Атте, тетесем Урал тăрăхĕнче юлчĕç. Каярах вĕсем Челябинск хулине куçрĕç. Ăста алăллă, ăслă пулнăран вĕсене хисепленĕ. Тетесем мĕн виличченех тăван тăрăхран аякра пурăнма тивнишĕн, ют çĕрте куçне хупнишĕн пăшăрханчĕç.
Атте те таврăнаймарĕ. Темиçе кунлăха курма килсен те милиципе тытса кайрĕç. 1940 çулта анне çĕре кĕчĕ, вăл ăна пытарма та килеймерĕ...», — тесе каласа паратчĕ анне.
Федосия Захаровна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç çапăçнă Алексей Кузьмичпа çемье çавăрнă. 70 çула яхăн пĕрле килĕштерсе пурăннă. Аттепе анне 8 ача çуратса воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Юлашки сывлăшĕ тухичченех çăмăл мар шăпине аса илетчĕ.
Вера ИВАНОВА,
Шăхач ялĕ.
Октябрь 2026 |
