Тĕнчипе паллă Н.И. Ашмарин чĕлхеçĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе Кивĕ Ахпÿртри 5 класра вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенпе пĕрле ял библиотекинче пулчĕç. Вулавăш ертÿçи Ираида Козлова Николай Ивановичăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Марина Табакова вĕрентекен Н. Ашмарин чăваш халăхне 17 томлă словарь хатĕрлесе хăварни, вăл пысăк пуянлăх пулни пирки каласа кăтартрĕ.
«Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» кашни чăваша тĕлĕнмелле пуянлăхĕпе савăнтарать. Унта 40 пине яхăн чăваш сăмахĕ. Чĕлхеçĕ словаре хатĕрлес тесе вăтăр çул ытла тăрăшнă.
Краеведени сехетĕнче пиллĕкмĕшсем Н.И. Ашмаринăн 17 томран тăракан сăмахсарне алла тытса курчĕç. Хăш-пĕр сăмаха словарьте шыраса тупрĕç.
Урок тухăçлă та усăллă, кăсăклă иртрĕ.
Ирина ОВЕЧКИНА
Октябрь 2026 |
