Сăкăт ялĕнчи культура вучахĕ ир пуçласа каçчен, кашни кунах уçă. Кунта культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен мероприяти, тĕл пулу йĕркеленисĕр пуçне ялти хисеплĕ ватăсем ĕçе килнĕ евĕр Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли хÿтĕлев сеткисем çыхма çÿреççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсен çирĕплетнĕ график çук, ял хастарĕсем камăн мĕнле вăхăт, çавăн пек пуçтарăнаççĕ. Хатĕр сеткăсене ăсатса, парса ярсах тăратпăр. Акă, иртнĕ эрнере çеç сетка çыхакансемпе СВО участникĕ, кĕске вăхăтлăха яла отпуска килнĕ Федор Назаров тĕл пулчĕ. Федор Николаевич ял çыннисене, хисеплĕ ватăсене, тыл хастарĕсене çĕнтерÿшĕн хăйсен вăй-халне шеллеменшĕн, тăтăшах гуманитари пулăшăвĕпе хавхалантарнăшăн чун-чĕререн тав турĕ. Хальхинче те эпир ентешĕмĕре пушă алăпа ямарăмăр, çыхнă сеткăсене, хĕрарăмсем, ял çыннисем хатĕрленĕ ытти кучченеçсене, апат-çимĕç парса ятăмăр.
Çакна та палăртса хăварас килет. Чылай чухне сетка çыхмалли материалсемпе «Красное Знамя» кооператив ертÿçи Николай Никифоров тивĕçтерет. Юлашкинчен те вăл 40 пин тенкĕлĕх тавар туянса пачĕ.
— Ватă çыннăн пилĕ те, вăл кĕл туни те кирлĕ çĕре çитет, теççĕ. Çапла пултăрах. Сетка çыхма çÿрекенсем тăтăшах çĕршыври тăнăç пурнăçшăн, çĕнтерÿшĕн кĕлĕсем вулатпăр. Манăн хамăн та икĕ мăнукăм, халĕ акă тата кĕрÿ те СВОра. Çавăнпа та 83 çулта пулин те кăмăлтанах ытти хĕрарăмсемпе сетка çыхма çÿретĕп. Пирĕн пĕчĕк ĕç салтаксемшĕн пысăк пулăшу пултăр,— тет 83 çулхи Нина Ларионова.
Сăмах май, Нина аппа сетка çыхма çÿрекенсенчен çулĕпе чи асли.
Нина МАЗЯКОВА
Октябрь 2026 |
