Йăл кулă питсене çутаттăр

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 10:57 Просмотров: 7

Тылри хĕрарăмсене халаллатăп

Фашист эшкерĕ тапăнсан пире,

Кĕрсе ÿкет çĕршыв хăрушлăха.

Куççуль тăкса ăсатнă кунсерен

Хĕрарăмсем арçынсене вăрçа.

Инкек тени кашни килех иленнĕ,

Куççулĕ тăкăннă кашни килте.

Çапах ырми-канми куллен ĕçленĕ

Шанса çĕнтерĕве çынсем пурте.

Вилĕм вара тылра та шелсĕр çулнă,

Усаллăн антăхса нумай çынна,

Çăкăр-тăвар енчен пит хĕсĕк пулнă,

Крахмал пуçтарнă, çинĕмăяна.

Выçă пулсан та халăх тÿснĕ, чăтнă,

Вăй хунă ир те каç фронта валли.

Окоп та чавнă, вăрманне те каснă,

Йăлтах тылри хĕрарăмсен алли.

Вăхăт çитсессĕн акине те тунă,

Выртса юлман ниçта та пушă хир,

Ал вĕççĕн çурлапа вырса пуçтарнă

«Фронта валли!» тесе ăна эсир.

Пур йывăç-курăк, çуркунне çитсессĕн

Сĕткен илсе симĕсленет куллен.

Çĕнтерĕве шансассăн, ĕненсессĕн

Кĕтсе илетĕнех ăна, ĕнен!

Çĕр вăтăр виçĕ паттăр пуçне хунă

Çав юнлă вăрçăра пирĕн ялтан,

Мĕн чуль çемье аттесĕр тăрса юлнă,

Мĕн чуль анне тек ывăлне курман...

Сума суса паян пуçа таятăп

Сирĕн умра, тылри хĕрарăмсем!

Пур чĕререн хисеплесе калатăп:

Çук, тухмĕç манăçа ыр ĕçĕрсем!

Вăрçăсене пула вĕри куççулĕ

Ан юхтăр тек нихçан та куçсенчен,

Пур çын шăпийĕ пултăрччĕ телейлĕ,

Йăл кулă ан çухалтăр пит çинчен!

Халал Толи (Анатолий Дмитриев)

Çĕньял ялĕ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика