Именкасси ялĕ пысăках мар пулсан та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине нумайăн хутшăннă. Вĕсенчен 68 паттăр ĕмĕрлĕхех çапăçу хирĕнче юлнă, 80 салтак таврăннă.
Фашистсемпе паттăрла пуç хунисене асра тытса унччен ял масарĕнче йывăçран хĕрес лартнă пулнă, анчах çулсем иртнĕрен вăл кивелнипе хуçăлнăччĕ. Халăхпа канашланă хыççăн ăна çĕнетме шут тытрăмăр. Хальхинче тимĕртен тутартăмăр. Нумай пулмасть вара ăна вырнаçтартăмăр. Сăваплă ĕçе Именкассинче пурăнакансемпе пĕрле Пикшик территори пайĕн начальникĕ Петр Иванов, Патăрьелĕнче Державная иконĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Александр Синяков иерей та хутшăнчĕç.
Геннадий Максимов,
ял хастарĕ.
Октябрь 2026 |
