Пĕрремĕш вулавпа йышăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2018, 09:47 Просмотров: 234

Чăваш Республикин 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне сÿтсе явасси — шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулнă ЧР Патшалăх Канашĕн иртнĕ черетлĕ 25-мĕш сессийĕнче. Саккун проекчĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă. Вăл асăннă проекта хатĕрленĕ чухне республика бюджечĕн шайлашулăхне тивĕçтерессипе çыхăннă тĕллеве тĕп вырăна хунине пĕлтернĕ. Çитес çулхи бюджетăн тĕп параметрĕсем пирки калаçнă май унăн тупăш пайĕ 47,4 миллиард тенкĕпе танлашассине палăртнă. Çав хушăрах хамăрăн тупăшсем 28 миллиард тенкĕ яхăнах пулмалла. Вĕсенчен пысăк пайĕ — налук тупăшĕсем. Светлана Енилина каланă тăрăх — 2019 çулхи бюджетăн тăкакĕсем 46,3 миллиард тенкĕпе танлашĕç. Тăкаксене палăртнă чухне РФ Президенчĕн Владимир Путинăн кăçал çу уйăхĕнче кăларнă указне — стратеги аталанăвĕ пирки — пурнăçа кĕртмеллине шута илнĕ. «Çак тĕллевсем валли 7,2 миллиард тенкĕ уйăрма планланă», — тенĕ докладçă. Вăл социаллă пулăшу мерисем пурте сыхланса юлассине палăртнă. Бюджетра вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура сфери, çул-йĕр хуçалăхĕн аталанăвĕ тата ытти тытăм валли мĕн чухлĕ укçа пăхса хăварнипе паллаштарнă. Ку нухратпа медицина учрежденийĕсене юсĕç, больницăсемпе поликлиникăсем валли пысăк технологиллĕ оборудовани туянĕç, çĕнĕ клубсем, ФАПсем тăвĕç, шкул автобусĕсем туянĕç тата ытти те. Депутатсем республикăн çитес 3 çулхи бюджечĕ пирки калакан саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăннă.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика