Президент полкне —Тăван çĕршыва хÿтĕлеме

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2018, 09:48 Просмотров: 280

Чăваш Енри чи лайăххисенчен суйласа илнĕ вунă çамрăка Мускав Кремльне çар тивĕçĕсене пурнăçлама ăсатнă. Çак ятпа Канашри сбор пунктĕнче савăнăçлă уяв иртнĕ. Раççей Федерацийĕн Хурал службин Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленекен яшсене федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин, ашшĕ-амăшĕ, кадетсем, ветерансем саламланă, ăнăçу, çирĕп сывлăх суннă. Уява çавăн пекех кăçал Президент полкĕнчен служба тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа таврăннă çамрăксем хутшăннă. Юрий Васильев вĕсене Чăваш Ен ятне çÿлте тытнăшăн мухтаса ЧР Пуçлăхĕн ятĕнчен сехет парнеленĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика