"Аттепе анне пулсассăн пуринчен эпир пуян"

Категория: Публикации Опубликовано: 28.12.2018, 16:26 Просмотров: 247

 

теççĕ Ишлĕри Красновсен ачисем. Василий Егорович 1939 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă хыççăнхи ача чухнехи выçлă-тутлă самантсене куççуль витĕр аса илет вăл. 18 çул тултарсан çар ретне тăрать В. Краснов. Ракетчик пулса 3 çул та 3 уйăх службăра пулать. Салтакран килсен механизаторта ĕçлет. Ялти сумлă çынсенчен пĕри вăл. 48 çул ĕç стажĕ пухнă.

1962 çулхи кĕр мăнтăрĕпе ялти чипер те ĕçчен, пилĕк таран вăрăм çивĕтлĕ Санюк ятлă хĕре качча илет. Вĕсен те çемйи пысăк пулнă. 1942 çулта, ашшĕ вăрçăра вилнĕрен, мăшăрĕ 4 хĕрĕпе тăрса юлнă. Пĕринчен тепри пĕчĕк пулнă тата. Хăйне, окоп чавма илсе кайнă.

Санюк ĕçре малта пыраканскер пулнă. Ĕç стажне 52 çула çитернĕ. Сăмах май, вăл та январĕн 16-мĕшĕнче çуралнă кунне паллă тăвать.

6 ача çуратса ỹстернĕ Красновсем. Пурне те тивĕçлĕ пĕлỹ панă. Мăшăрлантарнă. 11 мăнукĕпе, 5 кĕçĕн мăнукĕпе аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ савăнса пурăнаççĕ.

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулин те тăван киле манмаççĕ ăрăва малалла тăсакансем. Ашшĕпе амăшне çуралнă кунĕсемпе саламласа ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр, тулли телей сунаççĕ. Вĕсем пурришĕн чунтан савăнаççĕ. Хăйсене пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн, паян та пулăшса пынăшăн тав тăваççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика