Николай Елкина асăнса- турнир

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2019, 11:09 Просмотров: 278

Сăкăтсем хăйсен ял çыннине, райбольницăра тухтăр пулса ĕçленĕ Николай Елкина асăнса кăçалхипе саккăрмĕш хут волейбол турнирĕ йĕркелерĕç.

Спорт уявне уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Чернов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ю. Чернов, "Красное Знамя" ЯХПК ертỹçи П. Никифоров, Николай Александровичăн шăллĕ - Юрий çемйипе, спорт ветеранĕсем, ĕçтешĕсем, тăванĕсем хутшăнчĕç.

Турнира йĕркелеме Юрий Александрович, ял тăрăхĕн администрацийĕ, вăтам шкулпа ял хуçалăх кооперативĕ тỹрреммĕнех хутшăнаççĕ. Мероприяти пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл çитĕнекен ăрăва физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарас ĕçе явăçма пулăшать.

Турнира 8 команда хутшăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсем Сăкăтсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна "Истоксем", виççĕмĕшне Туçасем йышăнчĕç. Мала тухнисем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Николай Елкин паянхи кун та халăх асĕнче. Хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнă вăл. Унăн паха енĕсене чылайăн аса илчĕç. Вăл 1965 çулхи майăн 16-мĕшĕнче Сăкăтра çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусан патшалăх медицина институтĕнче пĕлỹ пухнă. Интернатура хыççăн врач-педиатр Патăрьелĕнчи район больницинче инфекци уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 2001 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче вилнĕ.

Николай Александрович мăшăрĕпе пĕр ывăл çуратнă. Саша ашшĕн çулĕпе кайнă. Паянхи кун И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренет.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика