Раççей Федерацийĕн Правительствин 2018 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчи 1459-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республики çĕршыври 11 регион йышĕнче 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн "Тỹрĕ тỹлев" пилотлă проектне пурнăçа кĕртме тытăнчĕ. Çавна май мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ха пире? Ыйтусене уçăмлатма хаçат редакцийĕн тĕпелне социаллă страховани фончĕн районти уйрăмĕн ертỹçине Л. Кадкинăна чĕнтĕмĕр.
- 2019 çултан вăхăтлăха ĕçлеймен тата ачасемпе ларнă тапхăрта амăшĕсене (2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 255-мĕш номерлĕ федераллă саккунпа килĕшỹллĕн) тата производствăри кĕтмен инкек-синкекрен (социаллă страховани тунă ĕçлекен граждансене тата професси чирне пула тивĕçекеннисене) 1998 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 125-мĕш номерлĕ федераллă саккунпа килĕшỹллĕн паракан тỹлевсемпе Раççей Федерацийĕнчи Чăваш Республикинчи социаллă страховани фончĕн патшалăх учрежденийĕсем _ регионти уйрăмĕсем татăлаççĕ.
- Тата камсене тивĕçет сирĕн урлă парăнакан çакнашкал тỹлев?
- Çие юлнă хĕрарăмсем медицина учрежденине маларах учета тăракансене, ача çуралсан пĕр хутчен пособи илекенсене, йывăр çыншăн тата ача çуратнăшăн пособи тухакансене, ача 1,5 çула çитиччен уйăхсерен тỹлев илме тивĕçлисене, производствăра сусăрланнăран хушма отпуск паракансене. 2019 çултан ачи 1,5 çула çитиччен пăхаканнисем патне тимлĕх ытларах уйăраççĕ. Çавна май вĕсен хăйсем ĕçлекен вырăна кайса заявлени çырмалла. Чире пула вăхăтлăха ĕçлейменнисемшĕн те çĕнĕлĕх пур. Малтанхи 3 кунне вĕсене ĕçпе тивĕçтерекенех тỹлет. 4-мĕш кунĕнчен пуçласа вара социаллă страховани фондĕнчен татăлаççĕ. Ĕç паракансем сусăр ачасене пăхакансене предприяти шутĕнчен тỹлевлĕ 4 хушма кану кунĕсемпе тивĕçтермелле.
- Мĕнле документсем тăратмалла-ши?
- Пособи илме тивĕçтерекеннисене. Ĕçлемен тапхăра çирĕплетекен хута, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна, ЗАГС пайĕнчен илнĕ справкăна тата ыттисене те. Тĕплĕнрех социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн сайтĕнчи "Тỹрĕ тỹлев" пайне çак адреспа кĕрсе пăхма пулать:http:||r21.fss.ru.
- Тавах уçăмлă калаçушăн.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă
Ноябрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 31 | 1
|
2 | 3 |
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |