Шăнкăртамра халăх пухăвĕ ирт нĕ, унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов та хутшăннă. Тĕп ыйту коммуналлă хытă каяшсем тавра - калăпăшĕ, хакĕ, ăна илсе тухасси пирки -пулнă.
Республикăра çỹп-çап пухассипе "МВК "Экоцентр" пĕрлешỹ ĕçлет. Ял çыннисене коммуналлă хытă каяшсене илсе тухнăшăн тỹлемелли квитанцисене алла панă та ĕнтĕ. Регионти оператор пропискăра тăракан пĕр çынран 74 тенкĕ те 44 пус илет. Шăнкăртамсене илсе тухакан ăпăр-тапăр калăпăшне пысăк палăртни, ял çынни ун чухлĕ çỹп-çап кăларса тăкманни пăшăрхантарать.
Мероприятие ЧР çут çанталăк тата экологи министрĕ А. Коршунов, ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ В. Максимов, ЧР конкуренции политикин тата тарифсен патшалăх службин ертỹçи М. Кадилова, ЧР çурт-йĕр патшалăх тĕп инспекторĕ В. Кочетков, "МВК "Экоцентр" пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ В. Лагуновский, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов хутшăннă.
Халăх шухăш-кăмăлне шута илсе Шăнкăртам ял тăрăхĕнчен илсе тухакан хытă каяшсен калăпăшне виçме йышăннă. Çавăн пекех çỹп-çапа графикпа килĕшỹллĕн пухнине тĕрĕслесе тăма ялти кашни урамран пĕрер çынна -пуçару ушкăнĕ -суйланă.
"Коммуналлă хытă каяшсене илсе тухассине йĕркелемеллех, унсăрăн санкцилемен çỹп-çап куписенчен хăтăлма май çук. Çĕнĕ йĕркепе çыхăннă ыйтусене вара пĕрле калаçса, сỹтсе явса татма тăрăшмалла...", - тенĕ Р. Селиванов тĕл пулу вĕçленнĕ май.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |