Ыр кăмăллăх çулталăкĕ пограничниксемшĕн сарăмсăр иртмен

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2019, 11:58 Просмотров: 323

 ЧĂВАШ Республикинчи "Пограничное братство" обществăн районти уйрăмĕн хастарĕсем районта иртекен спорт мероприятийĕсенче çеç мар, сăваплă ĕçсенче те пархатарлăх кăтартаççĕ. Пĕлтĕр чикĕ хуралçисем субботниксене, йывăç лартассипе çыхăннă акцисене сахал мар хутшăннă. Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнчех Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пограничник-ветерансем пирки калăпланă "Я служил на границе" кĕнеки те кун çути курчĕ. Çĕнĕ çул умĕн вара симĕс беретлисем çулталăка ыр кăмăллăхпа пĕтĕмлетнĕ, Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹри хуçалăх ĕçĕсене малалла тирпейлеме 30 пин тенкĕ укçа парса пулăшнă. Храм настоятелĕ Александр Синяков иерей ветерансене ырă ĕçшĕн чĕререн тав тунă, малашне пурне те тăнăç пурнăçпа çирĕп сывлăх суннă.

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика