Çỹллĕ шайри турнир

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2019, 11:37 Просмотров: 290

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул спорт залĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В. Бородкин парнисене çĕнсе илессишĕн волейболла выляс енĕпе республика турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл 26-мĕш хут пулчĕ.

Вăййа хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Ю. Исаев, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов, В. Бородкин спорт ветеранĕ, шкул директорĕ Т. Калашникова, Шупашкарти Раççей шайĕнчи категориллĕ судья В. Хундяков тата ыттисем саламларĕç.

"Çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртнине палăртса хăварасах килет. Унта спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Çакă çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре витĕм кỹретех",- терĕ спорт тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Р. Сафиуллов.

Финалти тупăшăва "МарГу", "Урмай", "Мет-Пласт", "Минспорт" командăсем тухрĕç. Кубокшăн вара "Минспорт" тата "Мет-Пласт" (Муркаш тăрăхĕ) тупăшрĕç. 2:1 шутпа ЧР спорт министерствин ĕçченĕсем çĕнтерчĕç. Вĕсем кубока икĕмĕш хут çĕнсе илчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем кубока, парнесене, дипломсене, медальсене тивĕçрĕç.

Вăййа хутшăннисене тĕрлĕ номинаципе те чысларĕç.

В. Бородкина çуралнă кун ячĕпе саламлани те пысăк чыс пулчĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика