Раççей çар историйĕн январь уйăхĕнчи паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2019, 11:39 Просмотров: 227

 

Январĕн 7-мĕшĕ. Çак кун 1878 çулта Болгаринчи Шейново çывăхĕнче вырăс çарĕсем турккăсемпе çапăçăва кĕнĕ. Унта вырăссем çĕнтернĕ. Çак çапăçу паллă генералăн Скоболевăн ячĕ-сумне ÿстернипе пĕрлех вырăс çарĕсен 1877-1878 çулсенчи вăрçинче çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Январĕн 12-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта совет çарĕсем Вислăпа Одер операцине пикеннĕ. Тĕплĕ хатĕрленнĕ хыççăн Жуковпа Конев ертсе пынипе пирĕн çарсем Польша территорийĕнче нимĕçсен çарне çапса аркатнă. Февраль пуçламăшĕнче совет çарĕсем Берлинтан 60-70 çухрăмра тăнă.

Январĕн  17-мĕшĕ.  Çак кун 1945 çулта совет çарĕсем  Варшавăна нимĕç-фашист çарĕсенчен хăтарнă.

Январĕн 27-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта совет çарĕсем  Ленинград хулине нимĕç-фашист çарĕсен блокадинчен хăтарнă.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика