Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2019, 11:43 Просмотров: 264

 

70  çул   каялла (10.01.2019 ç.) Тури Чакă ялĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2005 ç.), В.Николаев академик ячĕллĕ преми лауреачĕ (2009 ç.), культура ĕçченĕ Эдуард Константинович  Бахмисов çуралнă.

Э. Бахмисов Хусан патшалăх педагогика институчĕн дипломне алла  илнĕ хыççăн Тутар Республикинчи шкулсенче географи предметне вĕрентнĕ. 1975 çултан Шупашкарти 2-мĕш вăтам шкулта  учитель пулса ĕçленĕ. Каярахпа ентеше Патăрьел районĕн культура пайне ертсе пыма шанаççĕ. 1989 çултан -  ĕç тăвакан комитет (исполком) председателĕн çумĕ. 1990 çулта ăна К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕн директорĕ пулма уйăрса лартаççĕ. 1994 çултан – Чăваш наци музейĕн директорĕ. Вăл пуçарнипе Шупашкарта «Сăра музейне» йĕркеленĕ. 2008 çултан – Шупашкар районĕнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей специалисчĕ. Çавăн пекех Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕн йĕркелÿ тата экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшнă.

Эдуард Константинович ĕçри çитĕнÿсемшĕн Раççей Федерацийĕн  музейĕсен союз.н, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсене, икĕ хутчен РФ Культура министерствин «Культурăри çитĕнÿсемшĕн» паллăна, Чăваш Республикин Президенчĕн тата министерствăсен Тав хучĕсене тивĕçнĕ.

(«Çулталăк кĕнекинчен»)

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика