Çĕнĕ çултан тытăнса çĕршывра çĕнĕ ултă теçеткене яхăн саккун вăя кĕчĕ. Вĕсен хушшинче чăннипех пысăк пĕлтерĕшлисем те, пирĕн пурнăçа тĕпрен улăштараканнисем, пур. Хăш-пĕр улшăну пирки — тĕплĕнрех.
Пенси: каярах, анчах пысăкрах
Пенси саккунĕпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем пирки эпир пĕлтĕр çур çул тăтăшах çыр-тăмăр. Паян мар тăк ыран кашни çынна тенĕ пек пырса тивекенскерсем çинчен пурте пĕлеççĕ-тĕр — кĕскен çеç аса илтерсе хăварар.
Тĕп улшăну — граждансем пенсие каярах тухма пуçлани: арçынсем 65 çул тултарсан тивĕçлĕ канăва кайĕç, хĕрарăмсем — 60 çул тултарсан. Çак йĕрке тапхăрăн-тапхăрăн — 2028 çулччен — вăя кĕрĕ. Унчченхи йĕркепе килĕшÿллĕн кăçал 55 тата 60 çул тултарнă май пенсие кайма хатĕрленнĕ хĕрарăмсемпе арçынсемшĕн хайхи хушăм çур çулпа танлашĕ. Ку улшăнусем унччен пенсие кайнă çынсене пырса тивмĕç.
Анчах пенси çĕнĕлĕхĕсем çулсем хушăннипе кăна çыхăнман. Тÿлев виçи пысăкланас тĕлĕшпе те улшăну чылай. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсийĕ 7,05% пысăкланнă. Çапла вара пенсин вăтам виçи пин тенкĕ патнелле хушăннă. Паллах, хăшĕсен хушăмĕ кăшт пысăкрах пулĕ, хăшĕсен — пĕчĕкрех. Ку çын ĕçленĕ вăхăтра илнĕ шалу виçинчен, стажран килет. Кирек мĕнле пулсан та кăçал çĕршыври пенсин уйăхри вăтам виçи 15,4 пин тенкĕ таран пысăкланĕ.
Ялсенчи ватăсемшĕн — чăннипех савăнăç: пенси çумне çирĕплетнĕ тÿлевĕн 25% чухлĕ хушма укçа илме пуçлаççĕ. Унăн виçи вăтамран 1300-1400 тенкĕпе танлашĕ. Ку укçана ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар вăй хунă, халь ĕçлемен, ялтах пурăнакан çынсем илеççĕ.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара социаллă пенсисем пысăкланаççĕ – 2,4% чухлĕ хушăнмалла. Тата — çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса. Чăн та, хайхи процентсем мĕн чухлĕ пулнине пăхмасăр хушăм виçĕ балран ытла пулмĕ. Пĕр балăн 2019 çулхи виçи 87,24 тенкĕпе танлашать. Эппин, ĕçлекен пенсионерăн пенсийĕ кăçал 261,72 тенкĕрен ытла хушăнмĕ.
МРОТ та…
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçшĕн тÿлемелли чи пĕчĕк виçе пысăкланнă — пурăнма кирлĕ виçепе, 11280 тенкĕпе, танлашнă. Çын эрнере 40 сехет ĕçлет тĕк — ĕç паракан ăна çак виçерен кая тÿлеме пултараймасть. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан чи пĕчĕк виçе 117 тенкĕ чухлĕ пысăкланнă. МРОТа пурăнма кирлĕ виçепе 2018 çулта шайлаштарнăччĕ, малашне вара çуллен индексацилесе пырĕç.
Ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособи те икĕ хута яхăнах пысăкланнă. Сăмах май, юлашки хут ăна вунă çул каялла ÿстернĕ. Халь ĕçсĕрлĕхшĕн памалли пособин уйăхри чи пĕчĕк виçи 1500 тенкĕпе танлашать /унччен 800 тенкĕ пулнă/. Чи пысăккине вара 4900-тен 8000 тенкĕ таран хăпартнă. Пенсие каяс умĕнхи çулсенчи çынсемшĕн вăл тата пысăкрах та пулма пултарать.
…налук та ÿсĕмлĕ
Налуксемпе çыхăннă улшăнусем те курăмлă. Хушма хакран илекен налук 2% хушăннă: 18% пулнă — 20% таран пысăкланнă. Влаçсем çакна бюджет тупăшне пысăклатмаллипе сăлтавлаççĕ. Паллах, ку таварсен хакне тÿррĕнех витĕм кÿресси куçкĕрет. Чăн та, НДС хушăмĕ апат-çимĕçе, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене пырса тивмĕ. Вĕсем тĕлĕшпе асăннă налукăн 10% танлашакан виçи упранса юлать. Çав шутра — деликатес мар аш-какай, сĕт, унран хатĕрленĕ юр-вар, сахăр, тăвар, çăкăр тата ытти те. Çавăн пекех НДС ачасем валли туса кăларакан, вĕрентÿпе, наукăпа, медицинăпа çыхăннă таварсем, периодика пичет кăларăмĕсем тĕлĕшпе те хушăнмасть. Экспортпа ют çĕршывсене ăсатакан таварсем валли çирĕплетнĕ 0% ставка та упранса юлать.
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççейĕн тăватă регионĕнче — Мускав хулипе облаçĕнче, Калуга облаçĕнче тата Тутарстанра — сăнав мелĕпе хăйсем тĕллĕн ĕçлекен граждансен налук режимне вăя кĕртнĕ. Граждансемпе ĕçлекенсемшĕн /тавар сутакансем, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекенсем/ 4% танлашакан налук тÿлĕç, юридици тытăмĕсемпе ĕçлекенсемшĕн вара ку виçе 6% танлашать. Çак сăнав ăнăçлă пулсан ку йĕркене Раççейĕн ытти субъектĕнче те вăя кĕртĕç.
Сăмах май, граждансем малашне хăйсен пурлăхĕшĕн – транспортшăн, çĕршĕн, куçми пурлăхшăн — тÿлемелли налуксене аванс мелĕпе, уведомлени килессе кĕтмесĕрех, тÿлеме пултараççĕ. Ку енĕпе те тивĕçлĕ саккуна улшăнусем кĕртнĕ.
Тарифсем хăпараççĕ
Коммуналлă тÿлевсене çулталăкра пĕрре, утă уйăхĕн пуçламăшĕнче, пысăклатнине хăнăхма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ, кăçал вара çак ÿсĕм икĕ ăстрăмпа пулĕ. Пĕрремĕшĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕчĕ, тарифсене 1,7% хăпартнă. Тепĕр хут вара утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пысăклатĕç — вăл 2,4% танлашĕ. Чăн та, ун чухне ÿсĕм пуриншĕн те пĕрешкел пулмĕ — регионсем унăн виçине хăйсем тĕллĕн палăртма пултарĕç.
/кни-тÿнни — тÿлевсĕр
Пÿрте газ кĕртнĕ те — вутă кирлĕ мар тени вырăнсăр. Хуçалăхра вутăсăр та май çук. Çавна май Çĕнĕ çултан вăрмантан ÿкнĕ-тÿннĕ йывăç-турата пĕр чарусăр илсе тухма ирĕк паракан саккун вăя кĕни чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Куншăн тÿлеме те, никамран ирĕк ыйтма та кирлĕ мар. Унччен вара çапла тумашкăн тивĕçлĕ аренда килĕшĕвĕ тумалла пулнă, йĕркене пăхăнмасан штраф тÿлеттернĕ.
Ирĕк пани, паллах, вăрмансемшĕн те лайăх. Вĕсем хăрăк турат-йывăçран тасални пушарсенчен, йывăç чирĕсенчен сыхланас тĕлĕшпе усăллă пуласси куçкĕрет.
(«Хыпар» хаçатран)
Ноябрь 2024 |