Виçĕ ĕмĕр право хÿттинче

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2019, 11:46 Просмотров: 269

 

Надзор органĕн ĕçченĕсене професси уявĕ _ Раççей прокуратурин кунĕ _ ячĕпе саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев прокуратура 297 çул тултарнине аса илтернĕ те _ çакна «аслă истори» тесех хакланă. Çулсем иртнĕ, анчах прокуратурăн тĕп тивĕçĕ улшăнман: унччен те çак ĕçе пурнăçланă, паян та граждансен прависене, патшалăх тата общество интересĕсене шанчăклă хÿтĕлет. Иртнĕ çулхи ĕçе кĕскен республика прокурорĕ Василий Пословский пĕтĕмлетнĕ. Федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров прокуратура ĕçченĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем каланă май пурнăçланă ĕçпе çырлахма юраманни пирки асăрхаттарнă. «Çĕнĕ темăсем» çуралсах пыраççĕ. Наци проекчĕсене пурнăçласси, хытă каяшсемпе ĕçленĕ чух саккунлăха тивĕçтересси тата ытти ыйту — ĕç пайтах. Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова та прокуратурăпа йĕркеленĕ ĕçтешлĕхпе кăмăллă. Михаил Игнатьев прокуратура ветеранĕсене Геннадий Львова тата Владимир Метелина /республика прокурорĕ пулнăскер, çак должноçра чылай çул тăрăшнă/ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕн ятне панă ятпа саламласа вĕсен кăкăрĕ çине тивĕçлĕ паллăсене çакнă. Раççей шайĕнчи наградăсем те йышлă пулнă.

 

 

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика