Хĕрне каланине кинĕн илтмех тивĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2019, 11:53 Просмотров: 233

 ÇАК кунсенче чăваш халăх сайтĕнче ялта пурăнакан кашни çынпа сиксе тухма пултаракан тĕслĕх пирки хыпар пичетленнĕ. Унта икĕ арçын килти хушма хуçалăхра туса илнĕ пахча çимĕçне сутма пикенсе чике тăршшĕ ларса юлнă пирки çырнă. Пĕри çĕр улми сутас тĕллевпе тĕнче тетелĕнчи пĕлтерỹ хыççăн хыпалансах палламан çын патне шăнкăравланă. Лешĕ ăна банкомат патне пыма, таваршăн тỹрех укçине тỹлесе хурас тĕллевпе банк карттин реквизичĕсене ыйтнă... Çапла майпа "иккĕмĕш çăкăра" сутса тупăш илес тĕллевлĕ арçыннăн счечĕ çинчен 65 пин тенки туххăмрах "ураланнă". Тепĕр çемье пуçлăхĕ вара çак "меслетпех" утă сутнă. Унăн карточки çинчи 10 пин тенки те çухалнă. Юлашки вăхăтра ултавçăсем пирки сахал мар калаççĕ, çыраççĕ пулин те вĕсен серепине çакланакансем сахал мар. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика