Хĕлле е çулла вут-кăвартан çирĕп асăрханмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2019, 11:55 Просмотров: 212

ПУШАРПА çыхăннă инкек-синкек çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хăрушă. Вăл пысăк тăкакпа та, синкерлĕхпе те çыхăннă. Районти "01" служба ĕçченĕсемшĕн Çĕнĕ çулхи кану кунĕсем лăпкă лару-тăрура иртмен. Кăрлачăн 3-мĕшĕнче икĕ пушара парăнтарма тивнĕ. Анат Тăрмăшри Ильинсен хуçалăхĕнче каç кỹлĕм мунчи çунса кайнă, Патăрьелĕнчи Федоськинсен хуçалăхĕнче вара вут-кăварпа асăрхануллă пулманран хыçалти сарайĕнчен пушар тухнă.

Районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ Андрей Симуков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ çул Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулнă 38 пушара шута илнĕ. Вăл шутра кăрлачра çеç пушарниксем çичĕ хутчен вутпа куçа-куçăн кĕрешнĕ!

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Хĕл кунĕнче вут-кăварпа çыхăннă пăтăрмах сиксе тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Çавăнпа та ăшăтакан электроприборсем, çутă хатĕрĕсем, кăмакасем пурте юсавлă та шанчăклă пулни çеç инкекрен хăтарать. Çул çитмен ачасене тимлĕхсĕр хăвармалла мар пирки те манмалла мар. Шел пулин те çак сăлтавпа кашни çулах вăл е ку çемье шар курать.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика