Çĕршыв йывăрлăхра чух айккинче юлман

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2024, 20:09 Просмотров: 112

Амăшĕ те вăрçă мĕн иккенне пĕлет

 Пăлакассиче кун курнă Натя аппа (Наталия Нягинăна ялта çапла чĕнеççĕ) 92 çулта пырать пулсан та çирĕп ăс-тăнпа çỹрет. Ури кăна утасшăн мар. Çапах икĕ костыле хул хушшине хĕстерсе кил-тĕрĕшри ĕçсене те пурнăçлать.

 Тĕрĕссипе, эпĕ унăн ывăлĕ патне, Виталий Васильевичпа курса калаçма пынăччĕ. Вăл ятарлă çар операцийĕнче çур çул пулнă хыççăн отпуска яла таврăннă. Эпĕ пынă вăхăтра салтак килте марччĕ. Амăшĕ- Наталия Максимовна - йĕре-йĕ-ре хăйĕн ачалăхĕ, ывăлĕ çинчен каласа пачĕ.

- Эпĕ вăрçă мĕн иккенне каласа панă тăрăх мар, хам курнипе питĕ лайăх пĕлетĕп. Ывăл хăй ирĕкĕпе вăрçа каятăп тесен пурнăç пĕтнĕнех туйăнчĕ. Тỹрех ачалăх куç умне тухса тăчĕ. 1941 çул тĕлне пирĕн çемье ялти тепĕр çемьепе пĕрле Инçет Хĕвел тухăçне куçса кайнăччĕ. Лайăх пурнăç шыраса унта çитнĕ пулĕ-ха аттепе анне. Вăрçăччен ултă ача çуратнă вĕсем. Иккĕшĕ ир çĕре кĕчĕç. Владивостокра тепĕр йăмăк Анюта кун курчĕ. Аттепе анне стройкăра ĕçлетчĕç.

Эпир шкула çỹреттĕмĕр. Çĕршыва фашистсем тапăнса кĕрсен аттене унтанах вăрçа илсе кайрĕç. Эпир аннепе яла таврăнтăмăр. Яла епле çитсе ỹкнине аса илес те килмест. Питĕ йывăрпа, талăкĕ-талăкĕпе ним çимесĕр. Тавах Турра, кайнă чухне ялти çурта сутман. Унта пурăнма тытăнтăмăр. Пурте колхоза ĕçлеме çỹреттĕмĕр, çавă выçă вилесрен çăлса хăварчĕ. Хуçалăх столовăйĕнче курăк шỹрпи пĕçеретчĕç. Пĕрер татăк çăкăр паратчĕç. Эпир ĕçрен юлман. Куçса килнĕ вăхăтра манăн 3-мĕш класа каймаллаччĕ. Шкула хупрĕç, унран столовăй туса хучĕç. Çапла вара виçĕ класс та пĕтереймерĕм. Колхозра мĕн кăна туман-ши эпир: çум çумланă, тырă вырнă, авăн çапнă, тырă леçнĕ...

Вăрçă вăхăтĕнче тата яла эвакуаципе çынсене илсе килнĕччĕ. Пирĕн патра та Ленинград хулинчи пĕр çемье пурăнатчĕ.

Эпир вырăсла чухлаттăмăр та пире хутшăнма çăмăлрахчĕ. Вăрçă пĕтиччен кăштах кăна маларах каялла кайрĕç. Эпир, ял ачисем, вăрçă вăхăтĕнче ытла та ир çитĕнтĕмĕр. Вăкăрпа Пăвана тырă леçме каяттăмăр. Пĕррехинче ман вăкăрăн шыв ĕçес килнĕ-ши? Кỹлле курсанах çавăнта таплаттарчĕ. Вăкăра тытса чарма çав тери йывăр. Юрать, малти лавсем çинче аслăрах арçын ачасем пулнă. Вĕсем чупса çитсе кỹлле чăмасран сыхласа хăварчĕç.

Вун пилĕк çултах вăрман касма илсе кайрĕç. Кашнин 150 кубла метр йывăç касмаллаччĕ. Кĕркунне тухса каяттăмăр та çуркунне таврăнаттăмăр.

 Атте вăрçăран 1946 çулхине çеç таврăнчĕ. Алли-ури йăлт суран ăшĕнчеччĕ. Пурпĕрех кăштах йăл илсен Ваçук тетепе Мускава ĕçлеме кайса килчĕ. Ун чухне колхозра ĕçленĕшĕн укçа памастчĕç, ĕç кунĕпе тỹлетчĕç. Пĕрремĕш пурçăн кĕпе çĕлеме те аттех пусма илсе килсе панăччĕ. Хура пушмака та вăлах туяннăччĕ.

Çамрăксене ФЗОна яратчĕç. Пирĕн Çинкка аппапа Ваçук тетене те илсе кайрĕç.

Ывăлăм СВОна хăй ирĕкпе тухса кайнине пĕлтерсен пурнăç тепĕр май çаврăнса кайнăн туйăнчĕ. Хăй те çамрăках мар вĕт, 63 çул тултарчĕ. Малтан нимĕн те каламарĕ. Маня аппăшĕпе ывăлĕ килсен те темĕнччен канашларĕç. Каяс кун кăна мана пĕлтерчĕç, - йĕре-йĕре каласа кăтартрĕ Натя аппа.

Наталия Максимовна Василий Никандровичпа икĕ ывăлпа пĕр хĕр ỹстернĕ. Аслине Славике тата мăшăрне Натя аппа чылай çул каяллах пытарнă. Мăшăрĕ ĕмĕр тăршшĕпех тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. Натя аппа хăй чылай çул стройкăра вăй хунă, юлашкинчен колхозра лаша пăхнă.

 63 çулта - СВОна

Çапах та Виталий Васильевич Нягинпа та курса калаçма тỹр килчĕ. Салтак ирхине ирех военкомата хăй килнине пĕлтерме кайнă иккен. Вăл кăçалхи январь уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе контракт çырса СВОна тухса кайнă. "Эпĕ 63 çулхи пуçăмпа çапăçу хирне тухса кайнине нумайăшĕ ăнланмарĕ, паллах. Пирĕн ỹсĕмри каччăсем салтак мĕнне пĕлсе ỹснĕ. Эпĕ хам та Германире салтак тивĕçне пурнăçланă. Унтан таврăнсан Эстонире тинĕс çар училищинче вĕрентĕм. Диплом илсен пĕр вăхăт мотористра ĕçлерĕм. Унтанпа пурнăç урапи мана таçта та илсе çитерчĕ. СВО пуçлансанах унта кайма шухăшламан. Хамăр ял каччи, тăванах вилсен урăхларах шухăшлама тытăнтăм. Иртнĕ çул вĕçнелле шухăш тĕвĕленсе çитрĕ.

"БАРС-1" отряда лекрĕм. Унта лекес тесен йывăр тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ. Çарта тĕрлĕ виçеллĕ салтаксем пур. Амансан вĕсене çапăçу хирĕнчен кирек мĕнле майпа илсе тухмалла. Калăпăр, эсĕ ху 70 килограмм таятăн, аманни - 100 килограмм ытла. Вăт çавăн пек тĕслĕхсенче хăвна кăтартатăн. Çук тăк отряда илмеççĕ.

Манăн позывной - "Баха". Çапăçу хирĕнче хăравçă пулмалла мар. Вилĕмрен хăрасан сана вăл хăваласа çитетех. Эпĕ нихăçан та хăраман. Пурнăçпа вилĕм хушшинче тăнă тĕслĕхсем питĕ нумай пулнă. Çавăнпа эпĕ кунта та нимĕнрен те шикленмен. 7 метр аякра снаряд сирпĕнсен те чĕрех юлтăм. Снарядсем вĕçсе килнĕ чухне те эпĕ пĕшкĕнмен. Кайран тăраймастăн, мĕншĕн тесен бронежилет кăна 15 килограмм таять. Унсăр пуçне вунă литр шыв, çар припасĕсем пур. Эпĕ 10 литртан кая мар шыв илсе çỹренĕ. Шыв çуккипе нỹрĕ салфеткăсене пăрса ĕçни те пулнă. Ытти енчен пурте йĕркеллĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, çĕршыв йывăрлăхра чухне чăтмалла,- тет Виталий Нягин.

Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн "БАРС" отряд командирĕăна Тав çырăвĕ панă. Унăн "Ятарлă çар операцине хутшăннăшăн" медаль те пур. Амăшĕн те медаль нумай: вăрçă вăхăтĕнче хастарлăх кăтартнăшăн ĕçри çитĕнỹсемшĕн таранах. Ывăлĕ те амăшĕ пекех: çĕршыв йывăрлăхра чухне айккинче юлман.

Валентина ЯКОВЛЕВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика