Танкист-ветерансем паян та хастар

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2024, 18:38 Просмотров: 327

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче Танкистсен кунне паллă тăваççĕ.

Ку уява округра та пĕр йĕрсĕр ирттермерĕç. Танкист-ветерансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр хуçалăх тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин саламланă. Малашне те туслăха, патриотлăх туйăмне упрама, çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулма суннă.

Танкист-ветерансем çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă салтаксене асăнса пĕр самант шăп тăнă, танк-палăк умне чечексем хунă. Ун хыççăн обществăлла ĕçе хастар хутшăннисене Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем парса чысланă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика