Мускаври ВДНХри "Раççей" курав-форумра Чăваш Республикин экспозицийĕнче апрелĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа майăн 5-мĕшĕччен Патăрьел муниципалитет округĕн кунĕсем иртнĕччĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарни пирки эпир хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вунă куна тăсăлнă мероприятие лайăх хатĕрленсе йĕркеленĕшĕн нумаях пулмасть округ ертỹлĕхне республика шайĕнче чысланă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене панă.
Александр ИВАНОВ
Октябрь 2024 |