Пуçару бюджечĕн программин тĕллевĕ - кашни яла хăтлăлатасси

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2024, 18:40 Просмотров: 198

Чăваш Республикинче ялсене хăтлăлатас тĕлĕшпе йышăннă пуçару бюджечĕн программи Патăрьел муниципалитет округĕнче те çулсеренех вăй илсех пырать. Апла пулин те ку тĕлĕшпе пикенсе ĕçлемелли, территори пайĕсенче çак ĕçе вăйлатмалли тĕллевсем те пысăк. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов:

- Иртнĕ çул республикипе ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе 1063 проект пурнăçланă пулсан, кăçал 1500 проект конкурс витĕр тухнă. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕнче те ырă улшăну пур. 2023 çулта пирĕн тăрăхра халăх пуçарăвĕпе 21 проект пурнăçа кĕнĕ. 2024 çулта 31 проекта (77 миллион тенкĕ ытла) пурнăçламалла. Паянхи кун тĕлне конкурс витĕр тухнă проектсенчен 23-шĕнче ĕçе вĕçленĕ. Ыттисенче çывăх вăхăтрах палăртнă объектсене хута ямалла.

Пуçару бюджечĕн программипе çывхарса килекен 2025 çулта та тухăçлă ĕçлеме тивет. Хальхи вăхăтра шăпах территори пайĕсенче вырăнти çынсен шухăшне шута илсе пуçарупа тухмалли заявкăсене йышăнаççĕ. Ку таранччен вырăнти территори пайĕсенчен 12 заявка çеç кĕнĕ-ха. Тутар Сăкăт, Шăнкăртам, Турхан, Нăрваш Шăхаль территори пайĕсем çывхарса килекен çулта патшалăх пулăшăвĕпе, халăх пуçарăвĕпе икшер объект та ĕçе кĕртме палăртаççĕ. Çакă, паллах, ырă та пархатарлă шухăш. Ытларах çынсене çул ыйтăвĕ, масар картисене çĕнетесси пăшăрхантарать.

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн тĕп тĕллевĕ - патшалăх пулăшакан программăпа усă курса, вырăнти çынсен пуçарулăхне тĕпе хурса хутлăхри 56 ялта та халăх валли ырă улшăну, тăвасси, çĕнетесси. Çакă чăн малтанах территори пайĕсен пуçлăхĕсен, старостăсен хастарлăхĕнчен, яваплăхĕнчен, ĕçе мĕнле йĕркеленинчен килет. Октябрĕн 1-мĕшĕччен вырăнсенче пуçару бюджечĕн программипе тумалли ĕçсем пирки заявкăсене пама кирлĕ хутсене хатĕрлессине вĕçлемелле.

 Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ

Яндекс.Метрика