Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи объектсене хăтлăрах та илемлĕрех тăвас, йывăç-курăк, чечексен лаптăкĕсене пысăклатас, тавралăха симĕслетессипе çĕнĕ шухăшсемпе усă куракансен опычĕсене сарас тĕллевпе "Чи хăтлă ял", "Тĕслĕхлĕ урам", "Чи лайăх хушма хуçалăх", "Чи хăтлă организаци территорийĕ", "Пурте усă куракан чи хăтлă объект", "Чи хăтлă нумай хваттерлĕ çурт" номинацисемпе конкурс ирттернĕ.
Комисси членĕсем заявка панă кашни объекта çитсе курнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетỹ тунă:
"Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацире Тутар Сăкăтĕнчи Гафуров урамĕнчи 12-мĕш çуртра пурăнакан Р.Кадиров хуçалăхĕ пĕрремĕш, Шăхачри Советски урамĕнчи 15-мĕш çуртри Ю.Тетинăн иккĕмĕш, Тури Чакăри Тĕп урамри 72-мĕш çуртри П.Тарасов хуçалăхĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. "Чи хăтлă ял" номинацинче Алманчă ялĕ çĕнтернĕ, ытттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Çавăн пекех "Чи хăтлă организаци территорийĕ" ята Треньелĕнчи А. Краснов ячĕллĕ ача сачĕ, "Пурте усă куракан чи хăтлă объект" Пăлапуç Пашьелĕнчи культурăпа кану паркĕ, "Чи хăтлă нумай хваттерлĕ çурт" ята Патăрьелĕнчи Киров урамĕнчи 28-мĕш çурт тивĕçнĕ.
"Тĕслĕхлĕ урам" номинацине заявка тăратнă пĕр урам та конкурс критерийĕсене тивĕçтерейменрен çак ятпа чыслама йышăнман.
Ольга ПАВЛОВА
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |