Хĕрарăм 10 çул йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен тимлĕхĕнче, çапах...

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2024, 18:50 Просмотров: 161

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комиссине административлă право йĕркине пăхăнманннисем тĕрлĕрен сăлтавпа çакланаççĕ. Ытларах пайĕ - РФ КоАПăн 5.35 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн (ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн) айăпа кĕнисем. Иртнĕ ларура та çакнашкал тăхăр ĕçе пăхса тухнă, кашнинех саккунпа явап тыттарнă

Вĕсем хушшинче çак статьяпа çулталăкне темиçе хутчен çакланакан, çул çитмен ачине тивĕçлĕ пăхман амăшĕ те пулнă. Пикшик территори пайĕнче пурăнакан хĕрарăм вунă çул (!) ĕнтĕ йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен тимлĕхĕнче, учетра тăрать. Çапах та çав-çавах эрех-сăрапа иртĕхме пăрахмасть, çул çитмен ачине тивĕçлĕ воспитани те параймасть: ăна кирлĕ пек пăхмасть. Кирек мĕнле ача та чăн малтан çемьере хăйне кирлĕ ырă енсене илет. Ашшĕ-амăшĕ уншăн кăтартуллă тĕслĕх пулни çеç ăна малашлăхра тĕрĕс çул çине тăма пулăшĕ.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика