Раççей шайĕнчи ăмăрту

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2024, 19:01 Просмотров: 57

Нăрваш Шăхаль ялĕнче маунтинбайк енĕпе икĕ хутчен тĕнче чемпионки, çуллахи олимп вăййисен Пекинри пăхăр призерĕ, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ирина Калентьева ячĕпе Раççей шайĕнчи ăмăрту иртнĕ.

Ăмăртăва уçма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăннă. Старта тăракансене саламланă май Нăрваш Шăхаль çĕрĕ чăннипех те спортсменсене çитĕнтерекен çĕр пулнине каланă вăл. Чăваш Республикинчи пĕр ял та ăста спортсменсем хатĕрлессипе вĕсемпе танлашма пултараймасть. Çавăн пекех муниципалитет округĕн пуçлăхĕ çамрăк спортсменсене ăнăçлă старт, çĕнтерỹ тума ăнăçу, чăтăмлăх суннă. Велосипед енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Ен чемпионĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Ирина Калентьеван пĕрремĕш тренерĕ, "Паттăр" спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев, Нăрваш Шăхаль территори пайĕн начальникĕ Мария Кошкина, спорт ветеранĕсем сăмах илнĕ.

 Ăмăртусене 100 ытла велосипедист хутшăннă.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене тĕрлĕ шайри дипломсемпе, медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе наградăланă.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика