Ыхра Çырминчи территори пайĕнчен те салтаксем Украинăри ятарлă çар операцинче Тăван çĕршыв умĕнчи хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Руслан Шемиунов та неонацистсене хирĕç кĕрешме алла пăшал тытнăранпа икĕ çул çитет.
Çак кунсенче вăл тăван Ыхра Çырмине черетлĕ канăва килнĕ май ялти культура çурчĕн, библиотека ĕçченĕсемпе, çывăх тăвансемпе тĕл пулнă. Салтак яланхи пекех çирĕп кăмăллă, çар операцийĕнчи паттăрсен пĕртен пĕр тĕллев - çĕнтерỹпе киле таврăнасси пулнине каланă, ентешсем пĕрлехи вăйпа вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшса, хавхалантарса тăнăшăн чун-чĕререн тав тунă.
- Отпускри шутлă кунсем питĕ хăвăрт иртеççĕ. Ывăлăм ытти салтаксемпе пĕрле çывăх вăхăтрах çĕнтерỹпе таврăнасса чун-чĕреререн шанатăп, çакăншăн кĕл тăватăп...- терĕ виçĕ ача амăшĕ Чулпан Решидовна чун тĕпренчĕкне ырă сунса.
Руслан Ыхра Çырминчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи агротехникумра пĕлỹ илнĕ, ун хыççăн çар службинче пулнă. Салтак тумне хывнă хыççăн Канашри вакунсем юсакан заводра сварщикре тăрăшнă. Çамрăк пулсан та вăл коллективра пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Кунтанах çĕршыва хỹтĕлеме кайнă.
Çар операцийĕнче хăйĕн тивĕçне пысăк шайра пурнăçланăшăн вăл икĕ медаль илме тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри - Жуков медалĕ.
Ача чухнех вăл спортпа туслă пулнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртусене те хутшăннă. Çавăнпа та вăл Рузильпе Радик шăллĕсене те çак пурнăç йĕркипе çывăх пулма вĕрентет, сывлăхлă та тĕреклĕ çын çеç Тăван çĕршыва хỹтĕлеме пултарнине калать.
Альбина НИКОЛАЕВА
Октябрь 2024 |