КĂÇАЛ кăмпаçăсем чăнласах та кăмăлне ирĕке яма пултарчĕç. Çĕр мăкăртса тухакан çимĕçсене саркаланса ỹсме нỹрĕ те, ăшши те çителĕклĕ пулнăран вĕсем карти-картипе шăтса çынсене савăнтарчĕç: нăçтăркка туналлă шурă, ăвăс, масла кăмписем, тунката, хыр, сарă кăмпа тата ытти те. Çав вăхăтрах унпа организма сиенлекенсем, ăна çисе аптракансем те нумай. Сăлтавĕ - чăн малтанах палламан кăмпана татни тата çимĕçе кирлĕ пек хатĕрлеме пĕлменни. Кăпма тапхăрĕ малалла та тăсăлнине шута илсе кунтăкпа çула тухакансене пурне те çак хăрушсăрлăх йĕркисене шута илме ыйтатпăр.
Октябрь 2024 |