Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2024, 18:49 Просмотров: 57

Журналист-публицист, республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ (1983 ç.), СССР Журналистсен союзĕн членĕ Иван Моисеевич Матросов (17.09.1934 - 23.01.2008) 90 çул каялла Чăваш Ишекĕнче çуралнă.

И. Матросов - Урал патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн выпускникĕ. Творчество ĕçне Патăрьел районĕнчи "Авангард" хаçатра пуçланă. Литература сотрудникĕнчен тытăнса республикăри "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçатăн тĕп редакторĕн çумне çитнĕ. Çавăн пекех "Астăвăм" кĕнекин редколлегийĕн яваплă секретарĕ пулнă.

 Ытларах ентешĕмĕр Чăваш Ен историн кун-çулĕпе кăсăкланнă. Унăн тĕп ĕçĕсем: "Архиври хутсен вăрттăнлăхĕ", "Ульяновсене çывăх пĕлнĕ", "Çĕнтерỹпе кĕт, аннеçĕм!" тата ыттисем те.

Иван Моисеевич Чăваш Республикин, РСФСР тата ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕсен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Журналист, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ Мария Николаевна Мареева (18.09.1954) 70 çул каялла Кивĕ Ахпỹртре çуралнă.

М. Мареева И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Ĕç биографине "Тантăш" хаçатра çырма пикеннĕ: корреспондент, яваплă секретарь, редактор. 1992 çултанпа "Чăваш Ен" патшалăх телерадио компанинче (ПТРК) ĕçленĕ: аслă редактор, информаци пайĕн заведующийĕ, информацисемпе публицистика программисен комментаторĕ. Çавăн пекех ентешĕмĕр куракансемшĕн "Алран кайми", "Çемье", "Кăвак хуппи" телепрограммăсен авторĕтата ертсе пыраканĕ пек те паллă.

 Ентешĕмĕр Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин тата Раççей ял хуçалăх министерствисен, Раççей Журналисчĕсен союзĕн Хисеп хучĕсене тата ытти чыслава та тивĕçнĕ.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика