Çĕршыв хỹтĕлевçисем пулăшусăр юлмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2024, 18:59 Просмотров: 56

 "Çĕршыв хỹтĕлевçисем" ("Защитники Отечества") Патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн ертỹçи Елена Зайцева: - "Çĕршыв хỹтĕлевçисем" ("Защитники Отечества") Патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕ ĕçлеме пуçăннăранпа 4,5 пин ытла çын 15 пин ытла ыйтупа тухнă. Филиалта вăй хуракансем кашнийĕшне тимлĕх уйăрма, хумхантаракан темăна татма пулăшнă.

Çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшни, тимлĕх уйăрни питĕ кирлĕ. Ветерансене тата вĕсен çемйисене тĕрлĕ организаципе предприяти алă тăсса панишĕн чун-чĕререн хĕпĕртетпĕр. Салтаксене мирлĕ пурнăçпа пурăнма хăнăхасси те çăмăл мар, çавăнпа та кашни çыннăн вĕсене ăнланма тăрăшмалла.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2023 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнчи указĕпе килĕшỹллĕн "Çĕршыв хỹтĕлевçисем" ("Защитники Отечества") Патшалăх фончĕ туса хунă. Унăн филиалĕ Чăваш Республикинче те ĕçлет. Регионти уйрăма Елена Зайцева ертсе пырать. Ăна пулăшакансем кашни муниципалитетрах пур. Патăрьел округĕнчи социаллă координатор - Алена Петрова (ỹкерчĕкре). Консультаци пункчĕ Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи 16-мĕш çуртра, "Бизнес-инкубаторта" вырнаçнă.

- "Çĕршыв хỹтĕлевçисем" Патшалăх фончĕн тĕп тĕллевĕ - ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене тимлĕх уйăрасси. Салтаксене тĕрлĕ лару-тăрура пулнă е аманнă хыççăн чунри туйăмсене йĕркелесе яма психолог та, медицина пулăшăвĕ те кирлĕ. Кирлĕ специалистсем пурте Шупашкарта пур, эпĕ вĕсем патне кайма направлени паратăп. Юрист канашĕпе вара вырăнтах усă курма пулать. Ятарлă пĕлỹ илнĕ çын саккунсемпе килĕшỹллĕн çĕршыв хỹтĕлевçисемпе вĕсен çемйисене кирлĕ сĕнỹсем парать.

Пирĕн пата ятарлă çар операцине хутшăнакансене паракан коммуналлă çăмăллăхсем, укçа тỹлевĕ, çăмăллăхсене тивĕçлине çирĕплетекен удостоверени, медицина пулăшăвĕ, ĕçе вырнаçасси, тепĕр професси илесси пирки ытларах килеççĕ. Консультаци пункчĕ "Пĕр чỹре- че" системипе ĕçлет, - терĕ Алена Александровна ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика