Авăнра та пулĕ сăлтавĕ савăнма

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2024, 18:50 Просмотров: 54

 ИРТНĔ уйăхра Шăнкăртамра пурăнакан Юсуповсем çемье çавăрни 70 çул çитнине паллă турĕç. Авăн уйăхĕнче те çак ялта татах савăнăçа пайлама пысăк сăлтав пур. Раççейри Çемье çулталăкĕнчи сентябрьте Зарифулла Загитовичпа Роза Низамовна Карама пĕрлешни 65 çул. Çичĕ ачана тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă хисеплĕ мăшăра тимĕр туй ячĕпе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕпе ЗАГС пайĕ те йăлана кĕнĕ йĕркепе ăшшăн саламлĕç.

 Кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕнчех Пăлапуç Пашьелĕнчи Вадим Марковичпа Вера Георгиевна Мешковсем бриллиант (60 çул) туй ячĕпе саламсем йышăнчĕç. Çавăн пекех, Турханти Петр Тимофеевичпа Наталия Ивановна Ершовсем изумруд (55 çул), Еншикри Николай Ильичпа Лидия Ивановна Паймуллинсем тата Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Аркадий Никифоровичпа Нина Семеновна Федоровсем ылтăн (50 çул) туйĕсене паллă тăвĕç.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика