Кĕрешỹ - хăюллисен спорчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2024, 19:01 Просмотров: 172

Тикешре ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕн Сергей Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн арçын ачасем хушшинче VI уçă турнир иртнĕ. Унта хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик территори пайĕн начальникĕ Петр Иванов, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕ Сергей Семенов, Патăрьел ентешлĕхĕн председателĕ Александр Миронов, команда представителĕсем саламланă.

Ăмăрту 15 виçе категорийĕпе иртнĕ. Унта Ульяновск облаçĕнчен, Шупашкар тата Канаш хулисенчен, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Красноармейски, Канаш, Вăрнар, Патăрьел муниципалитет округĕсенчен 80 ытла çамрăк спортсмен хутшăннă.

Турнир вĕçленнĕ хыççăн çĕнтерỹçĕсемпе призерсене тĕрлĕ шайри дипломсемпе, медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе наградăланă.

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика