Çак шухăша Патăрьел муниципалитет округĕнче администрацин структура подразделенийĕсен, территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе, старостăсемпе ирттернĕ ĕçлĕ канашлура Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов пусарсах каларĕ.
Ларăва кĕртнĕ ултă ыйту та хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕнче çывăх вăхăтра пурнăçламалли çĕнĕлĕх - самоуправленийĕн обществăлла територийĕсене (ТОС) - туса хурасси, çавна май ялсене малалла аталантарма, вĕсене ытларах хăтлăлатма уйрăм территорисемпе тĕрлĕрен проектсене хутшăнса хушма укçа-тенке ĕçе кĕртессипе çыхăннă.
Александр Николаевич тĕл пулура чăн малтанах Чăваш Республикинчи муниципалитетсенче çак ĕçе патшалăх енчен анлă çул панине, унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, обществăлла территорисене хамăр пурăнакан тавралăха хăтлăлатас тĕллевпе йĕркеленине палăртрĕ.
Мĕн-ха вăл ТОС? Мĕнле çĕнĕлĕх кĕтет тата ялта пурăнакансене? ТОС - пĕр-пĕр çуртра, урамра, микрорайонта пурăнакан хастарсем пĕр шухăшлă пулса ял хăтлăхĕшĕн хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене патшалăх, муниципалитет пулăшăвĕпе татса парас тĕллевпе йĕркеленĕ ушкăн. Вĕсем тĕрлĕрен проектпа конкурса хутшăнса укçа-тенкĕ выляса илме пултараççĕ.
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çакна вырăнсенче йĕркелесе халăхшăн пархатарлă та усăллă ыйтусене, ялсене тата ытларах çĕнетес, хăтлăх кĕртес ыйтусене татса парасшăн. Çакă ялти проблемăсене, халăх шухăшне тата çывăхрах пĕлме те май парать. Вырăнтан "пиçсе" тухнă пуçару яланах пархатарлă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паянхи куна виçĕ ТОС йĕркеленĕ: Пăлапуç Пашьел, Турхан, Тăрăн территори пайĕсенче. Хальлĕхе вĕсем хут çинче çеç-ха, пикенсе ĕçлеме пуçламан. Çак ыйтупа çывăх вăхăтра Ульяновскине ĕç опычĕпе паллашма кайса килнĕ хыççăн территори пайĕсенче çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртессипе пикенсех ĕçлемелле пулать,- çивĕчлетрĕ ыйтăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов канашлăва ертсе пынă май.
Хальхи вăхăтра вырăнти территори пайĕсен начальникĕсене ĕçре курăмлă пулăшу парса пыракансем - старостăсем. Обществăлла территорисем йĕркеленĕ чухне те влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва тытса тăракан общественниксем пĕрремĕш алă тăсакансем пулнине палăртрĕç. Ку тĕлĕшпе Упамса тата Тутар Сăкăтĕнчи пуçаруллă старостăсем Игорь Вавиловпа Загит Салихов хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ старостăсем. Сăмах май каласан, пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 56 ялта мĕн пурĕ 52 староста обществăлла тивĕçе пурнăçласа пырать.
Канашлура Патăрьел муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пай начальникĕ Юлия Селиванова, администрацин право тата кадр ĕçĕсен пай начальникĕ Наталия Каргина хамăр округра "Эффективлă муниципалитет" проекта мĕнле пурнăçласа пыни тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи кадрсен потенциалне аталантарас пирки те тухса калаçрĕç.
Альбина ЕГОРОВА
Октябрь 2024 |