Хальхи вăхăтра ялсенчи урамсенчи çулсем çĕнелни, хăтлăланса пыни пурнăç ырă енне улшăннине çеç кăтартать. Анчах та çак ырлăхпа хăшĕсем кирлĕ пек, йĕркене пăхăнса çеç усă курмаççĕ. Юлашки вăхăтра уйрăмах çул çитмен ачасем мотоциклпа, мопедпа, автомашинăпа та автоçулпа, тăкăрлăксемпе пысăк хăвăртлăхпа çỹреççĕ. Чи хăрушши - вĕсен руль умне ларма ирĕк пулманни. Çапла вара 14-15 е кăшт аслăрах ачасем теветкеленсе техникăпа вĕçтерсе çỹрени синкерлĕ те çаврăнса тухма пултарать. Акă, август уйăхĕнче çеç Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕнче (Тури Чакă çывăхĕнче тата Шăнкăртамра) çул çитмен ачасемпе çыхăннă икĕ аварие шута илнĕ. Мототранспорта тытса пыракан икĕ çамрăк ача та аманнă.
Марат ЮНУСОВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи ГИБДД пайĕн начальникĕ
Октябрь 2024 |