Вĕрентỹ тытăмĕ çĕнелсех пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 31.08.2024, 06:39 Просмотров: 76

Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче вĕрентỹ ĕçченĕсен августри канашлăвĕ иртрĕ. Вăл "Раççей вĕрентỹ тытăмĕнчи суверинитета çирĕплетнин условийĕсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ тытăмне аталантармалли çул-йĕр" темăпа пулчĕ. Тĕп доклада муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова турĕ.

 Вĕрентỹ системинче пĕрлĕхлĕ вĕрентỹ тата воспитани уçлăхĕ шкул çулне çитмен организацисемпе ушкăнсенчех пуçланать. Вĕсене 1316 ача çỹрет. Ача сачĕсен коллективĕсем конкурссене, вебинарсене, семинарсене тăтăш хутшăнаççĕ. Методика материалĕсене вĕрентỹ порталĕнче пичетлеççĕ. Акă, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи Лилия Мухаметзяновăпа Миндания Кисеева республикăри "Тăван ен культури" конкурсĕнче мала тухнă.

Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнчи Илюза Ахмедеева "Çулталăк воспитателĕ" конкурсра çĕнтернĕ.

Ача сачĕсенче инновациллĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ: мультфильмсем ỹкереççĕ, агролабораторисенче сăнавсем ирттереççĕ. "Шкул çулне çитменнисен парачĕ" патриотла акцие, Акатуй-Сабантуй уявне хутшăнасси йăлара. Пичĕсенчи хаваслă кулă, савăк кăмăл çĕршывăн пулас патриочĕ тивĕçлипе çитĕннине çирĕплетет те.

4 ача садĕнче Ферид Чабатов, Решид Санзяпов, Камиль Салихов фермер хуçалăхĕсем тата "Баракат", "Исток", "Батыревский", "Лук-Агро", "Батырь", "Корма" пулăшăвĕпе агролабораторисем уçнă.

Округри 20 вĕрентỹ организацине 3795 ача кăçал пĕлỹ пухма килмелле. Вĕсенчен 278-шĕ пуçласа парта хушшине лармалла. 418 учитель уроксене кĕмелле. Шел пулин те, çамрăк педагогсем яла юласси вара сайра.

Вĕрентекенсен професси ăсталăхне палăртассипе те тимлеççĕ. Сергей Чапрасов, Флюра Козлова, Ольга Каллина, Лилия Вахитова муниципалитет шайĕнчи конкурсра чи лайăххисем пулнă.

 Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Сириня Камалетдинова Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕ пулнă. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Елена Баюсова республикăра çĕнтернĕ. Çак шкулти Владимир Баюсовпа Первомайскинчи вăтам шкулти Алина Киргизова - лауреатсем.

Тĕнчери "Ку чухнехи шкулта биологи тата экологи" урокĕ методика фестивалĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи Татьяна Павлова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Елена Краснова, Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти Гульнара Салихова, Энже Халитова, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Гелсиня Черекова вĕрентекенсем призерсем пулчĕç.

 Ĕç пĕтĕмлетĕвне патшалăхăн пĕрлĕхлĕ зкзаменĕпе хаклама май пур. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче географипе, обществознанипе выпускниксен вăтам балĕ пысăкрах пулнă. Вырăс чĕлхипе, биологипе, обществознанипе 81-100 балл илекенсен йышĕ ỹснĕ. Тутар Сăкăт вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансем физика предмечĕпе ППЭ тытма килĕштереççĕ. Ытти вĕренỹ учрежденийĕсенче вара ăна кăмăллакансем сахал. Сăмах май çакна та палăртмалла: "Сэлэт-Батыр" вĕрентỹ центрĕнче 9 тата 11 классем хыççăн паракан экзаменсене хатĕрленме пулăшакан курссем ĕçлеççĕ. Вĕсене çỹрени ачасен пĕлĕвне тарăнлатма, экзаменсенче хăйсене шанчăклă тытма пулăшасси куç кĕретех.

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче унчченхи технологи урокĕ вырăнне ĕç урокĕсем пулаççĕ. Ачасем унта тĕрлĕ япалапа ĕçлеме вĕреннисĕр пуçне компьютер программине те алла илĕç. Робототехникăпа ĕçлĕç тата ытти те.

ОБЖпа унчченхи НВП вырăнне ОБЗР (хăрушсăрлăх никĕсĕсем тата çĕршыва хỹтĕлесси) предмет кĕрĕ. Тĕпре ачасене патриотла воспитани парасси тата пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама, чрезвычайлă лару-тăруран хăвăрт тухма хăнăхтарасси пулĕ.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче муниципалитет округĕнче пĕлỹ пухакансем республика, ун тулашĕнчи олимпиадăсемпе интеллектуаллă вăйăсенче 36 призлă вырăн йышăннă. Мал ĕмĕтлĕ тата хастар ачасене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн (18), муниципалитет округĕн пуçлăхĕн (10) ятарлă стипендийĕ тивĕçнĕ.

 "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртсе пынă 16 шкулта "Точка роста" уçăлни кăмăллă. Хушма компьютер хатĕрĕсем илеççĕ.

 5 çултан пуçласа 18чченхи ачасем хушма пĕлỹ илме пултарни савăнтарать. Ачасен ăсталăх çуртне 456, "Паттăр" спорт шкулне 959, ăсталăх шкулне 520 ача çырăннă.

Шкул театрĕсем, музейсем, музыка коллективĕсем ĕçлени, çĕнĕ спорт секцийĕсем уçăлни те савăнтарать. Раççей шайĕнчи конкурсра Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти музей иккĕмĕш вырăн йышăнни те ырă пулăм.

Физкультурăпа спорта аталантармалли майсем çителĕклех пирĕн. ГТО нормативĕсене тултараканнисем те хушăнсах пыраççĕ. 123 спортсмен Чăваш Республикинче çĕнтерỹçĕсем тата призерсем пулчĕç. 13-шĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă.

Шкул ĕçченĕсем информациллĕ коммуникациллĕ вĕрентỹ платформин хатĕрĕсемпе туллин усă кураççĕ пулсан та йăлана кĕнĕ вĕрентỹ мелне тытса пымаллах.

 Умра тăракан тĕллевсем те пĕчĕк мар. Вĕсене пĕрлехи вăйпа çеç пурнăçлама пулать.

Конференцие хутшăнакансене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ Зинаида Степанова, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, Ашшĕсен канашĕн ертỹçи Николай Андреев, профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Наталия Андреева саламларĕç.

Тăрăшуллăран тăрăшуллисене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Раççейре Çемье çулталăкĕ пулнăран нумай ачаллă педагогсене те уйрăммăн саламларĕç. Чи лайăх вĕренỹ çурчĕсене, кабинетсене палăртрĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика