90 çул - мăнаçланмалли нумай

Категория: Публикации Опубликовано: 31.08.2024, 06:39 Просмотров: 79

Сумлă лару-тăрура Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул 90 çул çитнине паллă турĕç. Мероприятие муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Степанов, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев хутшăнчĕç.

 "Вăрăм та çăмăл мар çулпа утрĕ çак хушăра пĕлỹ çурчĕ: педагогсен династийĕсем улшăнса пычĕç, вĕрентỹ мелĕсем çĕнелсе тăчĕç, ĕçе чунтан парăннисем, ачасене кăмăлтан юратакансем хушăнсах тăчĕç. 87 кăларăмра 6319 ача алла документ илнĕ. Вĕсенчен 454-шĕ - медалистсем. Наукăн тĕрлĕ отраслĕнчи 30 ытла паллă ученăй пулни статистика çеç мар, çитĕнỹсен чĕрĕ историйĕ, вĕсем паянхи кун та шкулпа çыхăнура",- терĕ юбилейпе саламласа Рудольф Селиванов.

 Вĕрентекенсемпе Раççей хăпартланать. Вĕренекĕсем вĕсене чыс кỹреççĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçнисене тав тăваççĕ. Пурне те ятран асăнса пĕтерме те çук. Лев Куракова, Владимир Тенюкова, Олег Сапожникова, Петр Табакова, Юхма Мишшине палăртса хăварасах килет. Выпускниксем çĕршывшăн кар тăраççĕ, тăван шкула, çуралнă кĕтесе мала хураççĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул - округра чи пысăккисенчен пĕри. Унта 1000 ытла ача вĕренет. Пысăк квалификациллĕ 76 педагог ĕçлет. Вĕренỹ учрежденийĕн çитĕнĕвĕ республика, Раççей шайĕнче те курăмлă. 2008 çулта шкул РФ Президенчĕн Грантне тивĕçнĕ.

2014-2017 çулсенче Раççейри ял шкулĕсен "ТОП-200" шутне кĕнĕ. Тĕрлĕ çул чи лайăх социаллă пĕлтерĕшлĕ вĕрентỹ учрежденийĕ пулнă. Çулленех Раççей Федерацийĕн "Малта пыракан вĕрентỹ учрежденийĕ" наци реестрне кĕрет. 2014, 2020 çулсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн конкурсĕнче инновациллĕ вĕрентỹ программине ĕçе кĕртсе çĕнтерỹçĕ пулнă. Хăйсен проекчĕсене пурнăçлама грантсем çĕнсе илнĕ. 2022 тата 2023 çулсенче патшалăхăн "Росатом" корпорацийĕн "Перекетлĕ пуçарулăх" конкурсĕнче шкул пĕр миллион та 300 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Пĕлỹ çурчĕ тĕрлĕ енлĕ тупăшăва хутшăнать. Юрлать те, ташлать те, ỹкерет те, сцена ăсти те. Вĕренекенсем çулленех муниципалитет тата регион шайĕнчи олимпиадăсенче, интеллектуаллă вăйăсенче çĕнтерỹçĕсем пулаççĕ. 2016 çулта Ника Андреева ОБЖпа олимпиадăн Пĕтĕм Раççейри юлашки тапхăрĕнче призер пулчĕ. Зарничниксемпе орлятăсем, кадетсем, параппанçăсем, волейболистсем, çăмăл атлетсем шкул тата республика мăнаçлăхĕ шутланаççĕ.

 Чылай педагог професси конкурсĕн çĕнтерỹçи тата призерĕ. Наталия Андреева "Чăваш Енри çулталăк учителĕ" конкурсра çĕнтернĕ. Наталия Путякова лауреат пулнă. Алевтина Михайлова "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурсра çĕнтерỹçĕ, Наталия Антонова лауреат, "Педагог психолог" конкурсра Алина Гаврилова лауреат ятне тивĕçнĕ.

Педагогсен тăрăшуллă ĕçне выпускниксем экзаменсенче 100 балл пухма пултарни те çирĕплетет. 10 ача пĕлĕвне çавнашкал хакланă. Кăçал шкул историйĕнче пĕрремĕш хут Юлиана Паймуллина икĕ предметпа 200 балл пухма пултарнă.

Юбилей - асра юлмалли самант. Тăрăшуллă ĕçĕн хаклавĕ, пĕтĕмлетĕвĕ, малашлăх тĕллевĕ-сем.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика